Вера Васильева вĕрентекен сайчĕ

Меню
Ыйтăм
Сире манăн сайт килĕшет-и?
Пĕтĕмпе миçе хурав: 45
Статистика

Халĕ кунта: 1
Хăнара: 1
Юзерсем: 0
Главная » Архив материалов
Шупашкарта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн «Чӑвашсем хальхи тӗнчере: истори тата культура» кӗнеке серин иккӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Ӑна «Чуваши Присвияжья: история и культура» ят панӑ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере Сӗве тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен историпе культурине ҫутатса панӑ. Унта Тутарстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑваш Республики кӗнӗ. Унта уявсене, ҫемье йӑлисене, пултарулӑхне, фольклорти тӗрлӗ жанра тишкернӗ. Ӗҫе ушкӑн пурнӑҫланӑ. Ун йышне этнографсем, музыковедсем, социологсем, фольклористсем, чӗлхеҫӗсем кӗнӗ. Кӑларӑм 1 пин тиражпа тухнӑ. Вӑл этнографи, истори, гуманитари енӗпе ӗҫлекенсемшӗн, студентсемшӗн, шкулта вӗренекенсемшӗн усӑллӑ. Сӑмах май, кӗнеке серинчи пӗрремӗш кӗнеке «Симбирско-саратовские чуваши» ятлӑ. Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/8173.html
Миçе çын пăхнă: 617 | Кам хушнă: сатурн1 | Хăçан: 15.03.2015 | Комментарисем (0)

Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли вилӗмсӗр Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Нарспиана» ҫӗнӗ программа хатӗрленӗ. Оркестрӑн аслӑ администраторӗ Марина Подъячева ун пирки «хӑйӗн илемӗпе тата пуянлӑхӗпе тӗлӗнмелле» тесе пӗлтерет. 

... Читать дальше »

Миçе çын пăхнă: 599 | Кам хушнă: сатурн1 | Хăçан: 28.01.2015 | Комментарисем (0)

Ҫапларах хак пачӗ Геннадий Дегтярев хӑйӗн сӑмахӗнче Станьял Виталий Петрович 75 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ литературӑпа поэзи каҫӗнче. Кӑна Геннадий Анатольевич юбиляр хӑйӗн шухӑшне нихӑҫан та пытарманнипе, калас сӑмаха ӑшӑ вырӑна ҫухатасран хӑрамасӑр калама пултарнипе ҫыхӑнтарчӗ.

Мероприяти паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче пулчӗ. 100 ытла ҫын пухӑнмалли зала халӑх туллин пухӑнчӗ, хӑшӗ-пӗри вырӑн ҫитменрен ура ҫинче тӑчӗ. Паллӑ таврапӗлӳҫӗн, вӗрентекенӗн тата сӑвӑҫӑн ҫавра ҫулне паллӑ тума пурте пынӑччӗ — культура министрӗ Вадим Ефимов, Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитет председателӗ Пётр Краснов, Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, ҫыравҫӑсем, журналистсем, таврапӗлӳҫӗсем, вӗренте ... Читать дальше »

Миçе çын пăхнă: 680 | Кам хушнă: сатурн1 | Хăçан: 20.01.2015 | Комментарисем (0)

6 января состоялась встреча Главы Чувашии Михаила Игнатьева с литераторами и работниками учреждений культуры республики, в ходе которой обсуждены вопросы проведения Года литературы в Российской Федерации и Года Константина Иванова в Чувашии.

В мероприятии также участвовали Министр культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики Вадим Ефимов, Министр образования и молодежной политики Чувашской Республики Владимир ... Читать дальше »

Миçе çын пăхнă: 622 | Кам хушнă: сатурн1 | Хăçан: 10.01.2015 | Комментарисем (0)

2014 çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски салинче «Хальхи тапхăрта чăваш чĕлхине упраса хăварасси тата аталантарасси: çивĕч ыйтусем тата малашлăх» темăпа конференци иртрĕ. Конференцие Красноармейски район ертÿçисем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, шкул тата ача сачĕсен ертÿçисем, культура ĕченĕсем, тавра пĕлÿçĕсем, Чăваш наци конгресĕн Красноармейски уйрăмĕн правленийĕн пайташĕсем тата Шупашкартан килнĕ Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем (Ю.Е.Анисимова, Г.Л.Никифоров), «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн пайташĕ Л.В.Анисимова, «Самант» журналăн редактор. В.В.Степанов хутшăнчĕç.

Тĕп калаçу Çеçпĕл Мишши çуралнăр ... Читать дальше »

Миçе çын пăхнă: 961 | Кам хушнă: сатурн1 | Хăçан: 10.01.2015 | Комментарисем (0)

Тăван халăхăмăрăн тĕп хутлăхĕнче - Чăваш Енре - çакнашкал ыйту çивĕчленни ăнланмалла мар пулăм пек туйăнать пулин те ЮНЕСКО чăваш чĕлхине те çухалса пыраканнисен шутне кĕртни чĕлхемĕр инкекĕ çинчен уççăнрах калаçма тытăнтăмăр. Шывра путакан çын улăм пĕрчинчен те пулин тытăнса юлса çăлăнасшăнни евĕрлех чăвашлăхшăн çунакан йăхташсем те кĕрĕк арки йăваласа ларасшăн мар. Çакнашкал шухăш çирĕпленчĕ Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтĕнче иртнĕ "Чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ" форума хутшăннă май. Анлă канашлăва Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа Чăваш наци конгресĕ, çÿлерех асăннă тата республикăри вĕрентÿ институчĕсем, "Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен секцийĕ йĕркеленĕ.

... Читать дальше »

Миçе çын пăхнă: 919 | Кам хушнă: сатурн1 | Хăçан: 10.01.2015 | Комментарисем (0)

Кĕçнерникун, чӳкĕн 27-мĕшĕнче,Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче «Чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ» канашлу иртрĕ. Ăна асăннă институтпа вĕренӳ институчĕ, ЧНК тата ЧР учительсен ассоциацийĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ йĕркеленĕ. Канашлăва вĕренӳ министерствинчен Петрова Светлана Владимировна, ЧНК вице-президенчĕ Валерий Клементьев çитнĕ.

Ку канашлура пĕтĕмĕшле илсен чăваш чĕлхине шкулсенче тата ача пахчисенче вĕрентесси пирки калаçрĕç. ФГОС тавра калаçрĕç, чăваш чĕлхин сехечĕсене мĕнле майпа чакармасăр хăварма пултарасси çинчен. Светлана Владимировна хăйĕн сăмахĕнче министерство çак ый ... Читать дальше »

Миçе çын пăхнă: 544 | Кам хушнă: сатурн1 | Хăçан: 10.01.2015 | Комментарисем (0)

2015 год Указом Эльдебера Чувашской Республики объявлен Годом К.В. Иванова. Как сообщается на портале органов власти Чувашской республики, целью указа является увековечивание памяти Константина Васильевича Иванова и привлечение внимания общества к литературе. Напомним также, что 2015 год также является Годом литературы в России. Соответствующий указ в июне подписал Владимир Путин.

Автор бессмертной поэмы «Нарспи» К.В. Иванов родился 27 мая 1890 года в Башкирском селе Слакбаш. Он вошел в историю как поэт, драматург, пере ... Читать дальше »

Миçе çын пăхнă: 466 | Кам хушнă: сатурн1 | Хăçан: 31.08.2014 | Комментарисем (0)

Элем эскизĕ (чăвашла)
Чăваш Республикин культура, национальноçсемпе архив ĕçĕсен министерстви хыпарланă тăрăх культура çулталăкĕн элемне суйланă. Унăн авторĕ — Красноармейскинчи тăрăхсен пĕрлехи информаципе культура центрĕнче тăрăшакан Александр Анатольевич Казаков эрешлевçĕ-художник.
Пурĕ çак конкурса çиччĕн хутшăннă иккен, вĕсем республикăн тĕрлĕ тăрăхĕсенче пулнă. 15 тĕсрен пĕрине вара суйланă. Ăсталаканĕ унта 2014 çула чăваш эрешĕсемпе йĕркеленĕ. Пурĕ 3 тĕспе усă курнă: хĕрли шухăш ирĕклĕхне, йăла-йĕркепе халăхăн хăйнеевĕрлĕхĕн у ... Читать дальше »
Миçе çын пăхнă: 576 | Кам хушнă: сатурн1 | Хăçан: 29.01.2014 | Комментарисем (0)

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн электронлă вулавăшĕ 500-мĕш хайлавпа пуянланчĕ. Вăл - Мăн Шетмĕ шкул директорĕ пулнă Н.П.Петров çырнă "Марионеткăсем" сăвă. Сăмах май, асăннă учитель сăвăçăн сăввисен пуххи 78 хайлава çитрĕ. Чи нумай сăвă-калав вара Николай Карай пултарулăхĕн лаççинчен. Унăн 96 сăвă-калавне вырнаçтарнă кунта. Виççĕмĕш вырăнта - Гурий Дубров пултарулăхĕ. Унăн пĕтĕмпе 69 сăвă кун çути курнă вулавăшра. Николай Ершов-Янгерăн 11 сăвви, Валентина Рудниковăн 9 сăвви те пур кунта.
Ыттисене илес пулсан, кунта Леонид Антоновăн (26), Юрий Сементерĕн (26), Георгий Туслин (10), Лука Семенов (7) сăввисене вырнаçтарнă. Кунсăр пуçне Галина Макаровăн, Зинаида Михайлова-Селимен, Николай Ункай, Галина Çуткÿл çыравçăсен пултарулăхне те вырнаçтарнă. 
Ача-пă ... Читать дальше »
Миçе çын пăхнă: 1260 | Кам хушнă: сатурн1 | Хăçан: 29.01.2014 | Комментарисем (0)

« 1 2 3 »
Кĕмелли форма
Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Архив
Туссем
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ
  • Зинаида Михайловăн "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
  • Трак Ен
  • Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
  • Илемлĕхпе сапăрлăх тĕнчи
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Вĕрентÿ министерствин сайчĕ
  • Поиск

    © студия web-дизайна ПАЛИТРА 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz