Вера Васильева вĕрентекен сайчĕ

Меню
Ыйтăм
Сире манăн сайт килĕшет-и?
Пĕтĕмпе миçе хурав: 45
Статистика

Халĕ кунта: 1
Хăнара: 1
Юзерсем: 0
Главная » 2015 » Кăрлач » 20 » Виталий Станьял - наци совеçĕ - 75 султа
13:11
Виталий Станьял - наци совеçĕ - 75 султа

Ҫапларах хак пачӗ Геннадий Дегтярев хӑйӗн сӑмахӗнче Станьял Виталий Петрович 75 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ литературӑпа поэзи каҫӗнче. Кӑна Геннадий Анатольевич юбиляр хӑйӗн шухӑшне нихӑҫан та пытарманнипе, калас сӑмаха ӑшӑ вырӑна ҫухатасран хӑрамасӑр калама пултарнипе ҫыхӑнтарчӗ.

Мероприяти паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче пулчӗ. 100 ытла ҫын пухӑнмалли зала халӑх туллин пухӑнчӗ, хӑшӗ-пӗри вырӑн ҫитменрен ура ҫинче тӑчӗ. Паллӑ таврапӗлӳҫӗн, вӗрентекенӗн тата сӑвӑҫӑн ҫавра ҫулне паллӑ тума пурте пынӑччӗ — культура министрӗ Вадим Ефимов, Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитет председателӗ Пётр Краснов, Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, ҫыравҫӑсем, журналистсем, таврапӗлӳҫӗсем, вӗрентекенсем, преподавательсем тата ыттисем.

Тухса калаҫакансене илес пулсан Пётр Степанович Краснов хӑйӗн сӑмахӗнче Виталий Петровича орфографи тавра ыйту ҫӗкленӗшӗн мухтарӗ (сӑмах май, вӑл ыйтӑва унччен те ҫӗкленӗччӗ-ха та /сӑмах, «Тӑван Атӑлта» пуҫланӑ статьясен ярӑмӗ пирки/). ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов вара юбиляра кӗпе тӑхӑнтартрӗ. Виталий Петровичӑн ӗҫне ҫӳллӗ шайра хакласа ӑна медальсем, хисеп хучӗсем, парнесем тата чечексем сахал мар парнелерӗҫ. Юбиляр хайланӑ сӑвӑсем те уяв каҫӗнче пӗрре мар янрарӗҫ.

Мероприятие Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ, Чӑваш культури аталанӑвӗн «Сӑвар» фончӗ, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ йӗркеленӗ.

Станьял Виталий Петрович 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен (1962), И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалах университечӗн аспиратуринчен (1972) вӗренсе тухнӑ. Чылай вӑхӑт «Коммунизм Ялавӗ» (Хыпар), «Ҫамрӑк коммунист», «Советская Чувашия» хаҫатсенче ӗҫленӗ. Каҫал, Шӑмӑршӑ, Шупашкар районӗсенчи вӑтам шкулсенче вӗрентнӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ университетра чӑваш литературипе фольклор кафедрин ертӳҫинче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пай пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.

Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/8009.html

Просмотров: 678 | Добавил: сатурн1 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Кĕмелли форма
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Архив
Туссем
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ
  • Зинаида Михайловăн "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
  • Трак Ен
  • Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
  • Илемлĕхпе сапăрлăх тĕнчи
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Вĕрентÿ министерствин сайчĕ
  • Поиск

    © студия web-дизайна ПАЛИТРА 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz