Вера Васильева вĕрентекен сайчĕ

Меню
Ыйтăм
Сире манăн сайт килĕшет-и?
Пĕтĕмпе миçе хурав: 45
Статистика

Халĕ кунта: 1
Хăнара: 1
Юзерсем: 0
Главная » 2015 » Кăрлач » 10 » Шупашкарта чăваш чĕлхи кирли пирки калаçрĕç
18:55
Шупашкарта чăваш чĕлхи кирли пирки калаçрĕç

Кĕçнерникун, чӳкĕн 27-мĕшĕнче,Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче «Чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ» канашлу иртрĕ. Ăна асăннă институтпа вĕренӳ институчĕ, ЧНК тата ЧР учительсен ассоциацийĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ йĕркеленĕ. Канашлăва вĕренӳ министерствинчен Петрова Светлана Владимировна, ЧНК вице-президенчĕ Валерий Клементьев çитнĕ.

Ку канашлура пĕтĕмĕшле илсен чăваш чĕлхине шкулсенче тата ача пахчисенче вĕрентесси пирки калаçрĕç. ФГОС тавра калаçрĕç, чăваш чĕлхин сехечĕсене мĕнле майпа чакармасăр хăварма пултарасси çинчен. Светлана Владимировна хăйĕн сăмахĕнче министерство çак ыйту çине мĕнле пăхнине каласа пачĕ. Вĕсем имĕш шкулсене ФГОС панă 3-мĕш варианта йышăнма сĕннĕ. Ку варианта наци республикисенче усă курмашкăн тунă, анчах пăтăрмах çуратнă шкулсем темшĕн тепĕр вариантсене илнĕ пулать. Кăна тӳрлетмелле иккен. Светлана Владимировна çавăн пекех шкулсен уставĕсене çĕнетесси пирки каларĕ — унта вĕренĕве чăвашла та ирттермелли пирки кĕртмелле имĕш. Вĕренӳ министрĕн çумĕ хăйĕн сăмахĕнче вĕренӳ пĕтĕмĕшле вырăсла иртмелли пирки каларĕ, чăвашли — чăваш чĕлхи валли юлать. Пур предмета та чăвашла пуçламăш классенче вĕрентесси вара наци шкулĕсенче кăна пур иккен.

Светлана Владимировна наци шкулĕсене эрнере ултă кун вĕрентнинчен пилĕк кунлăха куçассине чарма, куçнисене — сăмах кунта Каçал тăрăхĕнчи тата Элĕк районĕнчи шкулсем пирки пырать — каялла тавăрма хушнă иккен. Ку сăмаха пухăннă халăх тăвăллă алă çупса йышăнчĕ. «Наци шкулĕсем пилĕк куна куçма юрамасть. Элĕксене халь каларăмăр. Çĕнĕ 2015 çулта, январь уйăхĕнчен, калле май ултă куна куçăр тесе. Пĕтĕм предметсемпе куçмастăр пулсассăн — чăваш чĕлхине шăматкун вĕрентмелле, пĕтĕм сехечĕсене калле май тавăрмалла тесе. Ку пулăм урăх ан пултăр», — терĕ министр çумĕ халăх умĕнче.

Владимир Клементьев хăй сăмахĕнче ЧНК Уставĕнче чăваш чĕлхине хӳтĕлесси тĕп тĕллевĕ пулни пирки каларĕ. Вăл Казахстанри тĕслех пирки каласа пачĕ — унта чăваш чĕлхине ачасем эрнере 4 сехет вĕренеççĕ иккен. Тепĕр тĕслĕх — Тутарстан. Кунта чăваш чĕлхине эрнере 5 сехет вĕрентеççĕ. Пĕлме: пирĕн тăван республикăра 3 сехет çеç. Валерий Клементьев чăваш чĕлхине ача пахчинченех вĕрентме пуçласси пирки калаçусем пуçармалли пирки, чăвашла вĕрентĕве чĕлхене вĕрентнĕ чухне кăна мар, ытти уроксенче те — сăмахран физкультурăра — анлăлатмалли пирки калаçрĕ.

Канашлăвăн тулли вариантне «Сăвар ТВ» инçет телеканалта паллашма пулать.

http://chuvsite.ucoz.ru/news/shupashkarta_chavash_chelkhi_kirli_pirki_kalacrec/2014-11-30-692

Просмотров: 544 | Добавил: сатурн1 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Кĕмелли форма
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Архив
Туссем
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ
  • Зинаида Михайловăн "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
  • Трак Ен
  • Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
  • Илемлĕхпе сапăрлăх тĕнчи
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Вĕрентÿ министерствин сайчĕ
  • Поиск

    © студия web-дизайна ПАЛИТРА 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz