Вера Васильева вĕрентекен сайчĕ

Меню
Ыйтăм
Сире манăн сайт килĕшет-и?
Пĕтĕмпе миçе хурав: 45
Статистика

Халĕ кунта: 1
Хăнара: 1
Юзерсем: 0

Ытарайми анне сăнарĕ

 

Анне. Çак сăмаха эпир чи малтан калама вĕренетпĕр. Çак сăмахран асли, хисепли тата мĕн пур-ши çутă тĕнчере?! Ман шутпа, унран хакли нимĕн те çук.

Анне мĕн пĕчĕкрен чĕрçи çинче, çуначĕ  айĕнче мана тата икĕ йăмăка ачашласа ÿстерет. Атте пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Пĕтĕм йывăрлăх сан çине тиенчĕ. Юратнă анне, эсĕ чĕре ăшшине пире, тĕпренчĕкÿсене, парнелетĕн, вăрăм çула такăнмасăр утса тухма пехиллетĕн.

Анне, эсĕ маншăн чи хаклă çын. Эсĕ юратса вĕрентнипех эпир, санăн виçĕ тĕпренчĕкÿ, çӳле-çӳле вĕçме хатĕрленетпĕр. Хаклă çыннăмăр пире юлташпа юлташла пулма, ватăпа ватăлла пулма, айвана пулăшма, ырăпа усала уйăрма, чулпа перекене çăкăрпа пеме вĕрентет. Эсĕ хăвна шеллемесĕр пирĕншĕн вăй хуратăн. Эпир çакна хăш чухне ăнланса та илейместпĕр пулас. Эсĕ вара пире: «Çитĕнсе çитсен, тăван килтен вĕçсе тухса кайсан пурне те ăнланса илĕр-ха»,- тетĕн.

Аннеçĕм, санăн хитре кулăпа çиçекен кăвак ... Читать дальше »

Просмотров: 941 | Добавил: сатурн1 | Дата: 24.12.2015 | Комментарии (0)

Тусай ялĕ Антонова Анастасийăн ĕçĕ

Просмотров: 454 | Добавил: сатурн1 | Дата: 28.08.2015 | Комментарии (0)

Никита Петрович Петров Янмурçин ялĕнче, 1921 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче, хресчен çемйинче çуралнă. Вăл Упири шкулта вĕреннĕ, каярах вара Красноармейски вăтам шкулне вĕренме куçнă. Вĕренсе тухсан 1940 çулта алла аттестат илнĕ.

Кĕркунне – сентябрь уйăхĕнче Тинĕс-Çар Флотне службăна кайнă. Вĕсене пурне те Ленинград витĕр Кронштадт хулине илсе кайнă. Вĕсенче 10 уйăх хушши вĕренмелле пулнă. Вĕсем - Тракри Леонид Дементьев, Карайри Константин Сергеев, Супарти Николай Сильвестров тата вăл «Хĕç-пăшал шкулне» («Школа оружия») химик тата комендор специальноçне вĕреннĕ. Вĕренÿре лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пынă. Вĕсем - «химиксемпе» «комендорсем» вĕренĕве маларах вĕçленĕ те, пуринчен те маларах службăна кайнă. Л.Дементьевпа вăл тральщиксен 203-мĕш бригадине лекнĕ. Вăл «Патрон» ятлă тральщик çине лекнĕ. Унта тăшмана хирĕç тăмалли хатĕрсем те çителĕклĕ пулнă. Карап çи ... Читать дальше »

Просмотров: 463 | Добавил: сатурн1 | Дата: 18.08.2015 | Комментарии (0)

Район шайĕнчи:

2013-2014

  • Детских экологический форум «Зелёная планета» в номинации «О том чего терять нельзя» III место (пр.71 от19.03 2014)
  • Экологический форум «Зелёная планета» в номинации «Природа. Культура. Экология» III место (пр. №71 от 19.03.2014)
  • Заочная викторина «Вĕлкĕштĕр олимп ялавĕ» Петрова Алина (10 кл.) I место
  • Конкурс на лучшую новогоднюю игрушку «Мастерская Деда Мороза» в номинации «Самая необычная игрушка» Петрова Алина (10 кл.) II место (пр. 251 от 24.12.13)
  • Олимпиада по школьному краеведению среди обучающихся 6 и 9 классов в номинации «Жизнь и творчество историка-фактолога Н.С.Арцыбышева» Артемьева Людмила (6 кл) I ... Читать дальше »
Просмотров: 499 | Добавил: сатурн1 | Дата: 20.01.2015 | Комментарии (0)

Спортпа туслă пулмалла

 

Эс, тăванăм, ăнлансам,

Пирус туртма пăрахсам.

Вăл сана сиен кÿрет,

Çын ăсне те хавшатать.

 

Эс, тăванăм, ăнлансам,

Эрех ĕçме пăрхсам.

Вăл çын сывлăхне çиет,

Эрех - тинкене илет.

 

Ирхине ирех тăрсам,

Аннÿне те пулăшсам.

Физзарядка ту пĕрмай,

Шăмшака вылят самай.

 

Сывлăха куллен упрар,

Сив шывпа та çăвăнар,

Ирсерен чупма çÿрер,

Ÿт-пĕве çирĕплетер.

 

Спортпа туслă эс пулсан

Ĕçлеме те пултаран.

Ăс-тăна çивĕчлетен

Çĕр-шыва пуянлатан.

Просмотров: 507 | Добавил: сатурн1 | Дата: 20.01.2015 | Комментарии (0)

Манăн кăмăл çаплалла

 

Çирĕп сывлăхлă пулма

Кашнинех тăрăшмалла.

Хăв тума пултарнине

Ĕлкĕр эсĕ кăтартма.

 

Ирсерен вăхăт тупса

Шăлсене тасатмалла.

Сивĕ шывпа çăвăнсан

Халь апат сан çимелле.

 

Нихăçан та ан васка

Наркăмăшпа çыхланма.

Ан ĕçсем эрех-сăра!

Ĕлкĕрĕн-ха ватăлма!

 

«Симĕс çĕлен» таппине

Ан лек эсĕ ĕмĕрне.

Çирĕп пул яланхилле,

Тупта хăвăн пĕлĕвна.

 

Сывлăхлă патвар пулма

Тăрăшмалла ачаран.

Уçă кăмăл, çирĕп сывлăх

Кирлĕ пире яланах.

 

Выля шашка, шахмăтла

Лапталла, волейбола.

Çуран чупма кăмăлла

Пул ялан уç сывлăшра.

 

Эх, тăван, çакна ан ман -

Сывлăх килет хамăртан.

Ялан ăспа эсĕ пул

«Тăшманран& ... Читать дальше »

Просмотров: 477 | Добавил: сатурн1 | Дата: 20.01.2015 | Комментарии (0)

         Усал тăшман

 

Куçран пăхатăп та туятăп

Хамăн ăшри усал чире.

Çавна пула эп аташатăп

Туймастăп - хамăн инкеке.

 

Çак «çĕлене» мана ĕçтерчĕ

Юлташăмах-çке хăнара.

Ман пурнăçа çавах пĕтерчĕ

Эп кураймарăм - тăшмана.

 

Халь тĕрĕс çул çине тăрасшăн

Сирсе ярса çав инкеке.

Çак наркăмăшлă япалашăн

Эпĕ çухатрăм - телее.

 

Эпĕ чунтан халĕ каласшăн:

Ан лекĕр çав серепене.

Ун тыткăнне пĕрре лексессĕн

Унтан тухаймăр - ĕмĕрне.

Просмотров: 452 | Добавил: сатурн1 | Дата: 20.01.2015 | Комментарии (0)

Кĕмелли форма
Кун тăрăм
«  Чӳк 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
Архив
Туссем
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ
  • Зинаида Михайловăн "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
  • Трак Ен
  • Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
  • Илемлĕхпе сапăрлăх тĕнчи
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Вĕрентÿ министерствин сайчĕ
  • Поиск

    © студия web-дизайна ПАЛИТРА 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz