Вера Васильева вĕрентекен сайчĕ

Меню
Ыйтăм
Сире манăн сайт килĕшет-и?
Пĕтĕмпе миçе хурав: 45
Статистика

Халĕ кунта: 1
Хăнара: 1
Юзерсем: 0
Главная » 2015 » Кăрлач » 10 » «Хальхи тапхăрта чăваш чēлхине упраса хăварасси тата аталантарасси: çивēч ыйтусем тата малашлăх»
19:31
«Хальхи тапхăрта чăваш чēлхине упраса хăварасси тата аталантарасси: çивēч ыйтусем тата малашлăх»

2014 çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски салинче «Хальхи тапхăрта чăваш чĕлхине упраса хăварасси тата аталантарасси: çивĕч ыйтусем тата малашлăх» темăпа конференци иртрĕ. Конференцие Красноармейски район ертÿçисем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, шкул тата ача сачĕсен ертÿçисем, культура ĕченĕсем, тавра пĕлÿçĕсем, Чăваш наци конгресĕн Красноармейски уйрăмĕн правленийĕн пайташĕсем тата Шупашкартан килнĕ Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем (Ю.Е.Анисимова, Г.Л.Никифоров), «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн пайташĕ Л.В.Анисимова, «Самант» журналăн редактор. В.В.Степанов хутшăнчĕç.

Тĕп калаçу Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă 2014 çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен вырăнти ертÿçисен «Чăваша - чăваш чĕлхи кирлĕ» форумĕн резолюцийĕпе паллашасси, резолюцире палăртнă хушусемпе сĕнÿсене тишкересси, вĕсене пурнăçлас енĕпе тумалли ĕçсене палăртасси пулчĕ.

Тухса калаçакансем Красноармейски районĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен пултарулăх ушкăнĕн тата ЧНК Красноармейски уйрăмĕн ертÿçи З.П.Михайлова (доклад тексчĕ кунта), ЧНК Президиумĕн пайташĕ Ю.Е.Анисимова, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн председателĕ тата ЧНК вĕренÿпе ăслăлăлăх комитечĕн пайташĕ Г.Л.Никифоров, Упи шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ В.В.Васильева, Пикшик шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Л.А.Тихонова тата „Çеçпĕл“ ача сачĕн музыка ертÿçи Н.Б.Николаева чăваш чĕлхине шкулта тата ача сачĕсенче вĕрентессипе, пуплев тасалăхĕпе, чăвашла хутшăну талккăшне сарассипе тата ыттипе çыхăннă хальхи çивĕч ыйтусене тишкерчĕç. Пăшăрхантаракан ыйтусен йышĕнче чĕрĕ пуплев тата çыру культури хавшани, район шкулĕсенче музыка предметне вĕрентекен специалистсем çитменнине палăртни, ÿнер шкулĕнче çак енĕпе профориенетаци ĕçне вăйлатма сĕнни тата ыттисем пулчĕç.

Канашлăва хутшăнакансем пирĕн республикăн патшалăх органĕсем, общество пĕрлешĕвĕсем чăваш чĕлхипе литератури сехечĕсен йышне чакарас юхăма чарса лартнине, шкулсенче 6 кунлăх вĕренÿ эрнине сыхласа хăварнине ырларĕç, чăвашла пуплев талккăшне сармалли мелсене (класс тулашĕнчи ĕçсемпе уявсене тата ашшĕ-амăшĕ пухăвĕсене чăвашла ирттерни, халăх ăслăлăхĕпе халăх вĕрентĕвне (этнопедагогикăна) йăлана кĕртни, ача сачĕсенче чăвашла калаçма вĕрентни, К.В.Иванов çулталăкне, Чăваш чĕлхи тата Тăван чĕлхе кунĕсене ирттерни, ачасене чăваш чĕлхипе тата литературипе экзамен тытма хавхалантарни, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Красноармейски районĕн Гимнĕсене юрлама пĕлни, ача ашшĕ-амăшĕпе килĕштерсе ĕçлени, районта конференци йышăнăвне пурнăçа кĕртессине йĕркелесе тата сăнаса тăмашкăн ЧНК Красноармейски уйрăмĕ çумĕнче обществăлла майпа ĕçлекен Чăваш чĕлхи комиссине йĕркелени тата ыттисене те) палăртрĕç. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем «Ял пурнăçĕ» район хаçатĕнче ачасемпе ашшё-амăшĕ тата халăх валли тăван чĕлхе пĕлтерĕшне, унăн пуплев тасалăхне тата пурнăçри витĕмлĕхне çутатса паракан статьясене тăтăшрах пичетлеме тата радиопа телевиденире чăваш чĕлхипе литератури тата ача-пăча кăларăмĕсен йышне ÿстерме сĕнчĕç. Чăваш нацин телевиденийĕн хуçисене ял халăхне чăвашла кăларăмсене цифрланă хумсемпе курма май туса пама пĕлтерме ыйтрĕç.

Конференци хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетсе йышăну турĕ. Пурте харăс ĕçлесен - чăваш чĕлхине вĕрентессинче йывăр лав тапранĕ тата пурнăçăн аслă çулĕ тăван чĕлхе айккипе иртсе каймĕ.

Конференци резолюцийĕ

Геронтий Лукиянович Никифоров, «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество организацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн председателĕ.

Просмотров: 961 | Добавил: сатурн1 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Кĕмелли форма
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Архив
Туссем
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ
  • Зинаида Михайловăн "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
  • Трак Ен
  • Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
  • Илемлĕхпе сапăрлăх тĕнчи
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Вĕрентÿ министерствин сайчĕ
  • Поиск

    © студия web-дизайна ПАЛИТРА 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz