Вера Васильева вĕрентекен сайчĕ

Меню
Ыйтăм
Сире манăн сайт килĕшет-и?
Пĕтĕмпе миçе хурав: 45
Статистика

Халĕ кунта: 1
Хăнара: 1
Юзерсем: 0
Главная » 2014 » Кăрлач » 29 » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн электронлă вулавăшĕнче - 500 ытла хайлав
20:30
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн электронлă вулавăшĕнче - 500 ытла хайлав
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн электронлă вулавăшĕ 500-мĕш хайлавпа пуянланчĕ. Вăл - Мăн Шетмĕ шкул директорĕ пулнă Н.П.Петров çырнă "Марионеткăсем" сăвă. Сăмах май, асăннă учитель сăвăçăн сăввисен пуххи 78 хайлава çитрĕ. Чи нумай сăвă-калав вара Николай Карай пултарулăхĕн лаççинчен. Унăн 96 сăвă-калавне вырнаçтарнă кунта. Виççĕмĕш вырăнта - Гурий Дубров пултарулăхĕ. Унăн пĕтĕмпе 69 сăвă кун çути курнă вулавăшра. Николай Ершов-Янгерăн 11 сăвви, Валентина Рудниковăн 9 сăвви те пур кунта.
Ыттисене илес пулсан, кунта Леонид Антоновăн (26), Юрий Сементерĕн (26), Георгий Туслин (10), Лука Семенов (7) сăввисене вырнаçтарнă. Кунсăр пуçне Галина Макаровăн, Зинаида Михайлова-Селимен, Николай Ункай, Галина Çуткÿл çыравçăсен пултарулăхне те вырнаçтарнă. 
Ача-пăча пултарулăхне те çутатать вулавăш. Кунта пĕтĕмпе районти пултаруллă ачасем çырнă 120 хайлав вырнаçнă. Вĕсенчен пĕр пайĕ Красноармейски (Трак) районĕ 75 çул тултарнине халалланă конкурс сăввисем, тепĕр пайĕ -республикăри тĕрлĕ конкурса хутшăннă сăвă-калав çырма кăмăллакан ачасен ĕçĕ-хайлавĕсем. Кунтах - Николай Янгер сăвăç премине илме тивĕçлĕ пулнă Александра Яковлева сăввисем.
http://chuv-krarm.3dn.ru/news/nester_jankas_jachelle_perlekhen_ehlektronla_vulavashenche_500_ytla_khajlav/2013-12-31-385
Просмотров: 1259 | Добавил: сатурн1 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Кĕмелли форма
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
Архив
Туссем
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ
  • Зинаида Михайловăн "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
  • Трак Ен
  • Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
  • Илемлĕхпе сапăрлăх тĕнчи
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Вĕрентÿ министерствин сайчĕ
  • Поиск

    © студия web-дизайна ПАЛИТРА 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz