Вера Васильева вĕрентекен сайчĕ

Меню
Ыйтăм
Сире манăн сайт килĕшет-и?
Пĕтĕмпе миçе хурав: 45
Статистика

Халĕ кунта: 1
Хăнара: 1
Юзерсем: 0
        Мана Васильева Вера Вениаминовна тесе чĕнеççĕ. Эпĕ Красноармейски районне кĕрекен Тусай ялĕнче 1964 çулта çуралнă. 1971 çулта Тусайри пуçламăш шкула çÿреме пуçланă. 3 çул хушши çак шкулта пĕлÿ пухнă. Ун хыççăн Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Вăтам шкулăн аслă класĕнче вĕреннĕ чухнех комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Çак ĕçе тăрăшсах туса пынă. 1980 çулта "Орлёнок" лагерьте те канма тÿр килнĕччĕ.Шкул пĕтерсен пĕр çул ялти клубра ĕçлерĕм. Веренме каяс шухăш пуçран тухман. 1982 çулта И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче5 çул хушши пĕлÿ пухнă. ИФ-21-82 группăн старости пулнă. 3 курсра Чăваш уйрăмĕн комсомол организацине ертсе пыма шанчĕç. Алла диплом илнĕ хыççăн Красноармейски районне ĕçлеме ячĕç. КУнтан вара хамăн тăван шкула лекрĕм. 1987 çултанпах çак шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентсе пурăнатăп. 28 çул хушши ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентетĕп. Вĕсенчен 20 çулне директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшрăм. Аслă категориллĕ учитель,"РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ", вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ.
   Пушă вăхăтра кĕнеке вулама юрататăп, компьютерпа ĕçлеме килĕштеретĕп. Çут çанталăкпа киленсе çÿресси те маншăн савăнăç.
    
 
Кĕмелли форма
Кун тăрăм
«  Чӳк 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
Архив
Туссем
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ
  • Зинаида Михайловăн "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
  • Трак Ен
  • Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
  • Илемлĕхпе сапăрлăх тĕнчи
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Вĕрентÿ министерствин сайчĕ
  • Поиск

    © студия web-дизайна ПАЛИТРА 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz