Вера Васильева вĕрентекен сайчĕ

Меню
Ыйтăм
Сире манăн сайт килĕшет-и?
Пĕтĕмпе миçе хурав: 45
Статистика

Халĕ кунта: 1
Хăнара: 1
Юзерсем: 0
Главная » 2015 » Раштав » 24

Зоя Алексеевна Нестерова, чăвашсен паллă çыравçи, 1926 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Анат Кушар ялĕнче çуралнă. Пурăннă пулсан кăçал 90 çулхи сумлă юбилейне паллă тăватттăмăр. Уписем паллă çыравçа манмаççĕ. Раштав уйăхĕн 22-мĕш числинче шкул ачисем Зоя Нестеровăна халалласа литература каçне пуçтарăнчĕç. Уяв каçне чăваш чĕлхипе литератури предметне вĕрентекен йĕркелесе пычĕ. Чи малтанах презентаципе усă курса пурнăçĕпе паллашрĕç.

Зоя Нестеровăн ачалăхĕ çăмăлах пулман. Çамрăк хĕр Упи вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ пухать. Алла диплом илнĕ хыççăн Упи вăтам шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Зоя Алексеевна Комсомольски районĕнчи Чурачăк шкулĕнче, Шупашкар районĕнчи Шемшер шкулĕнче те ачасене вĕрентет. Пурнăç çулĕ ăна Магадан облаçне илсе çитерет. 20 çул хушши ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентсе пурăнать. Тăван ене вара пенсие тухсан килет.

Литературăри пĕрремĕш пичетленнĕ ĕçĕ ... Читать дальше »

Миçе çын пăхнă: 894 | Кам хушнă: сатурн1 | Хăçан: 24.12.2015 | Комментарисем (0)

Ĕлĕк асатте-асаннесем халăх сăмахлăхне питĕ лайăх пĕлнĕ. Ватăсем ача-пăчана ятлас вырăнне ваттисен сăмахĕсемпе ăса вĕрентсе пынă. Сасса чăваш çынни пули-пулми нихăçан та хăпартман. Халăх самахлăхĕн кашни тĕслĕхĕпе вырăнлă усă курма тăрăшнă. Ваттисен сăмахĕсемпе усă курман çын та пулман пулĕ чăвашра, мĕншĕн тесен унта халăхăн пурнăçĕ ÿкерĕнсе юлнă. «Ăс халăхра»,- текен ваттисен сăмахĕ шăпах çакна çирĕплетсе парать те ĕнтĕ. Пирĕн чăваш халăхĕ хăйне нихçăн та ăсла хуман, çак ваттисен сăмахне вăл питĕ лайăх пĕлнĕ: «Ăслă çын хăйне ăсла хумасть». Иван Анисимович Патмар та нумай калаçмасăрах пысăк ĕç туса пынă. Халăх сăмахлăхĕн пĕр пĕрчине те çухатас мар тесе ĕçленĕ Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнче çуралнă Иван Анисимович Патмар. Чăваш халăх сăмахлăхне ялтан яла çитсе пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă.  Иван Анисимович ваттисен калаçăвне тимлĕн итленĕ, кăмăла кайнă çавра сăмахсене вара тÿрех хут çине куçарма васканă. Тăван сăмаха питě юр ... Читать дальше »

Миçе çын пăхнă: 920 | Кам хушнă: сатурн1 | Хăçан: 24.12.2015 | Комментарисем (0)

Кĕмелли форма
Кун тăрăм
«  Раштав 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Архив
Туссем
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ
  • Зинаида Михайловăн "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
  • Трак Ен
  • Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
  • Илемлĕхпе сапăрлăх тĕнчи
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Вĕрентÿ министерствин сайчĕ
  • Поиск

    © студия web-дизайна ПАЛИТРА 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz