Вера Васильева вĕрентекен сайчĕ

Меню
Ыйтăм
Сире манăн сайт килĕшет-и?
Пĕтĕмпе миçе хурав: 45
Статистика

Халĕ кунта: 1
Хăнара: 1
Юзерсем: 0
Главная » 2015 » Раштав » 24 » Иван Патмар - халăх сăмахлăхне пухаканĕ
09:43
Иван Патмар - халăх сăмахлăхне пухаканĕ

Ĕлĕк асатте-асаннесем халăх сăмахлăхне питĕ лайăх пĕлнĕ. Ватăсем ача-пăчана ятлас вырăнне ваттисен сăмахĕсемпе ăса вĕрентсе пынă. Сасса чăваш çынни пули-пулми нихăçан та хăпартман. Халăх самахлăхĕн кашни тĕслĕхĕпе вырăнлă усă курма тăрăшнă. Ваттисен сăмахĕсемпе усă курман çын та пулман пулĕ чăвашра, мĕншĕн тесен унта халăхăн пурнăçĕ ÿкерĕнсе юлнă. «Ăс халăхра»,- текен ваттисен сăмахĕ шăпах çакна çирĕплетсе парать те ĕнтĕ. Пирĕн чăваш халăхĕ хăйне нихçăн та ăсла хуман, çак ваттисен сăмахне вăл питĕ лайăх пĕлнĕ: «Ăслă çын хăйне ăсла хумасть». Иван Анисимович Патмар та нумай калаçмасăрах пысăк ĕç туса пынă. Халăх сăмахлăхĕн пĕр пĕрчине те çухатас мар тесе ĕçленĕ Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнче çуралнă Иван Анисимович Патмар. Чăваш халăх сăмахлăхне ялтан яла çитсе пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă.  Иван Анисимович ваттисен калаçăвне тимлĕн итленĕ, кăмăла кайнă çавра сăмахсене вара тÿрех хут çине куçарма васканă. Тăван сăмаха питě юратни çак ĕçе тума хистенĕ те ăна. Халăх сăмахлăхĕ урлă ачасене ăс пама аван пулнине те лайăх пĕлнĕ. Патмар юмахěсем чи малтан 1937 çулта Мускавра «Чувашские сказки» кěнекере кун кураççě. Çавăнтанпа вăл пухса пынă материалсем чылай кěнекепе хаçат-журналта, вěренÿ кěнекисенче çапăнса тухрěç. Вěсемпе тěпчевçěсем те анлă усă кураççě. Паллăрах кěнекесенчен çаксене асăнмалла: «Ача-пăча юмахěсем», «Чăваш фольклорě», «Ваттисен сăмахěсемпе каларăшěсем», «Ача-пăча сăмахлăхě», «Чăваш халăх сăмахлăхě» ултă томлăх, «Улăп халапěсем».

Чăваш халăх сăмахлăхне уйрăмах Н. Ашмарин, Н.Никольский, Г.Комиссаров, А.Васильев… нумай пухса хăварнă. Ĕçĕсене кура Иван Патмара та çавсемпе пĕр ретрех тесе калас килет. Халăх сăмахлăхĕн пуянлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пухас çĕрте вăй-халне те, сывлăхне те шеллемен вăл.  Яманак ен юррисенех тăватă кĕнеке хальлĕн пухса хатĕрленĕ. Ваттисен сăмахĕсем вара «Халăх ăслăлăхĕ» ятпа виçĕ томпа тухнă. Вăл пухса хатĕрленĕ «Уртей мучи юмах-халапĕсем» икĕ кĕнекепе кун çути курнă. Иван Патмар пухнă халăх сăмахлăхĕ жанр тĕлĕшĕнчен питĕ пуян пулнине палăртса хăвармалла. Юрă-такмак хăех тĕрлĕ тĕслĕ. Унта туй, салтак, ĕçкĕ, сăпка, çĕн çĕре каякансен тата тĕрлĕ ĕç юррисене тĕл пулма пулать.     Патмар пуххинче сайра тěл пулакан е пачах çырса илмен хайлав хисепě сисěнмеллех пысăк. Ку енěпе унăн ěç юррисене, улăп халапěсене, пил сăмахěсене, халăх сăнавěсене, тěрě-эреше, салам е вăрçашу сăмахěсене асăнмалла.                   

«Патмар пухнă халăх сăмахлăхĕсем хушшинче ĕç юррисем 715 йĕрке, уяв юррисем 1905 йĕрке, туй юррисем 25457 йĕрке, салтак юррисем 5798 йĕрке, тупмалли юмахсем 1714, çанталăка сăнанисем 1129, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем 5163, чăвашсен ĕлĕкхи ячĕсемпе хушамачĕсем (халиччен хут çине çырăнманнисем) 9007, халапсемпе юмахсем 397 … кусемсĕр пуçне çĕн çĕре каякансен юррисем, ташă такмакĕсем, ача-пăча сăввисем, шÿтлĕ юрăсем, вĕрÿ-суру чĕлхисем т.ыт.те пур» , - тесе палăртать Хветĕр Уяр «Чăваш коммуни» хаçатăн 1946 çулхи 95 номерĕнче.

1946 çулта тухнă «Красная Чувашия» хаçатра та Хветĕр Уяр сăмахĕсене çирĕплетнĕ. Çавăн çумне кĕреке юррисене 5500 йĕрке пухнă тесе çырнă. «Чăваш сăмахĕ - пирĕн чăн çăл куç, шăнкăртатать вăл ĕмĕр-ĕмĕре», - тенĕ Петер Хусанкай. Вĕсене сăвăç 1965 çултах Иван Анисимович Патмара халăх ăс-хакăлне пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса упранăшăн саламласа каланă.

Иван Анисимович Патмар халăх сăмахлăхне мĕн çĕре кĕричченех пухнине палăртса хăвармалла. Халăх сăмахлăхĕ пĕр вырăнта тăмасть, кунĕн-çĕрĕн аталанать. Вăл çавна аван пĕлнĕ. Унăн фольклорăн пĕр пĕрчине те манăçа кăларас килмен. Май пур таран ăна пухма тăрăшнă. 53 çул хушшинче çĕршер тетрадь вăл тарăшнипе халăх самахлăхĕпе пуянланнă. Çур ěмěр хушшинче Патмар ăçта-ăçта кăна çитсе курман–ши, кампа кăна калаçман-ши? Иван Анисимович пушă вăхăт тупăнсанах республикăри районсем тăрăх тухса çÿренĕ, халăх сăмахлăхне пухнă. Е тата республика тулашĕнчи ялсене çитме васканă. Тĕл пулакан кашни çынпа  калаçма тăрăшнă. Тулай чăвашĕсем те ăна лайăх пĕлнĕ, май пур таран пулăшнă. Юратнă ěçе вăл фронтра та, госпитальте те пăрахман. Иван Патмар пухнă материалсем тĕпчев институчĕн архивĕнче çеç мар, килти архивра та чылай упранаççĕ. Иван Анисимович Патмарăн ырă ĕçне малалла тăсаканĕ - ывăлĕ Эдисон Иванович Патмар.

Çыннăн ăс-хакăлне вăй-хăват парса тăраканĕ вăл - тăван сăмах, атте-анне чĕлхи. "Сăмах — ылтăнпа пĕр” теççĕ ваттисем. Тăван сăмахлăх - халăхăн ĕмĕртен-ĕмĕре пухăннă ăс-тăн мулĕ, унăн савăнăçĕпе хĕн-хурлăхне сăнлакан пуянлăх, иртнĕ пурнăçĕпе малашлăхне, тĕнче курăмне çутатакан иксĕлми чĕрĕ çăл куç. Тăван сăмахлăх пире ырă ĕçпе, çутă та таса тĕллевпе пурăнма вĕрентет. Вăл илемлĕ, вилĕмсĕр.

Ентеш фольклорист ятне яланах сума сăватпăр, чĕрере упратпăр эпир.

 

 

 

Просмотров: 920 | Добавил: сатурн1 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Кĕмелли форма
Кун тăрăм
«  Раштав 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Архив
Туссем
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ
  • Зинаида Михайловăн "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
  • Трак Ен
  • Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
  • Илемлĕхпе сапăрлăх тĕнчи
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Вĕрентÿ министерствин сайчĕ
  • Поиск

    © студия web-дизайна ПАЛИТРА 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz