Вера Васильева вĕрентекен сайчĕ

Меню
Ыйтăм
Сире манăн сайт килĕшет-и?
Пĕтĕмпе миçе хурав: 45
Статистика

Халĕ кунта: 1
Хăнара: 1
Юзерсем: 0
Главная » 2015 » Раштав » 24 » Зоя Алексеевна Нестерова - чăвашсен паллă çыравçи
12:26
Зоя Алексеевна Нестерова - чăвашсен паллă çыравçи

Зоя Алексеевна Нестерова, чăвашсен паллă çыравçи, 1926 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Анат Кушар ялĕнче çуралнă. Пурăннă пулсан кăçал 90 çулхи сумлă юбилейне паллă тăватттăмăр. Уписем паллă çыравçа манмаççĕ. Раштав уйăхĕн 22-мĕш числинче шкул ачисем Зоя Нестеровăна халалласа литература каçне пуçтарăнчĕç. Уяв каçне чăваш чĕлхипе литератури предметне вĕрентекен йĕркелесе пычĕ. Чи малтанах презентаципе усă курса пурнăçĕпе паллашрĕç.

Зоя Нестеровăн ачалăхĕ çăмăлах пулман. Çамрăк хĕр Упи вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ пухать. Алла диплом илнĕ хыççăн Упи вăтам шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Зоя Алексеевна Комсомольски районĕнчи Чурачăк шкулĕнче, Шупашкар районĕнчи Шемшер шкулĕнче те ачасене вĕрентет. Пурнăç çулĕ ăна Магадан облаçне илсе çитерет. 20 çул хушши ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентсе пурăнать. Тăван ене вара пенсие тухсан килет.

Литературăри пĕрремĕш пичетленнĕ ĕçĕ: «Малтанхи юрату» (Первая любовь) повесть. Вăл «Ялав» журналта 1957 çулта пичетленнĕ. Ун хыççăн ытти хайлавсене те калăпланă Чăваш Республикин писателĕсен союзĕн членĕ. Проза ăсти кашни хайлава чун витĕр кăларма тăрăшнă. Зоя Алексеевна сăвăсем те калăпланă. Вĕсене автор: «Чун уççийĕсем манăн», - тенĕ. Кашни сăвви уйрăм самант хавхаланăвĕ. Сăвăç хăй каларăшле, «Турă панă пилпе» хайланă вăл вĕсене. Акă Зоя Алексеевнăн «Турă панă пилпе» сăвви.

Васкаса чупакан кунсем витĕр

Упраясчĕ чунри çулăма.

Вăй-хала вăл усратăр, ан сÿнтĕр

Çутă патăр ялан ăсăма.

 

Кăвакарнă çÿçе сăрламастăп.

Илĕртмест ĕнтĕ шухă хавас.

Ватлăх çитрĕ тесе кулянмастăп,

Пурнăç çулĕ çапла,

Мĕн тăвас?

 

Эп унпа пĕрле утăп хаваслăн

Шăрăхра, сивĕре, çил çинче.

Тĕттĕмпе кĕрешме пăрахмасăр,

Тăвалла турă панă пилпе.

 

Эп кайсан, кам пĕлет, ăна çĕклĕ

Пĕр-пĕр çын ăнсăртран, тен, курса

Килĕштерĕ, уçа-уçа вулĕ

Мĕн çырнишĕн мана тав туса.

Унăн паллăрах кĕнекисем: "Чее мулкач" (1984), "Ют арăма ан чуп ту" (1998), "Арçынсем те макăраççĕ" (2003) («Чāваш ен литератури: 2003 çулти кĕнеке» конкурсāн
«Чи юратса вулакан чāваш авторĕ» номинацин çĕнтерÿçи), "Тăватă асамçă" (2006), "Пурçăн пĕлĕт айĕнче" (2009). Çыравçăн "Ăçта-ши эсĕ халĕ?" (2009) кĕнекинче калавсем тата "Ан ман, савни, ан ман", "Шырлан хĕррипе" ятлă повеçсем пичетленнĕ. Кунтах унăн "Ăçта-ши эсĕ халĕ", "Кунта пулман хăна", "Шурă кайăк" фантастикăллă калавĕсемпе те паллашма пулать. Хайлавсенчи сăнарсем тĕрлĕ йывăрлăха лекеççĕ. Апла пулин те вĕсене çăлаканĕ, йывăр вăхăтра пулăшма алă тăсса параканĕ те юнашарах тăрать.
З.А.Нестерова 2000 çулта ачасем валли çырнă калавсемпе юмахсемшĕн тата «Çилçунат» журнал çумĕнче тухнă «Тăватă асамçă» кĕнекешĕн Красноармейски районĕнчи Литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн Нестер Янкас ячĕллĕ премине тивĕçнĕ.

Уявра Упи ял библиотекин заведующийĕ Степанова А.В. кĕнекесемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Ун хыççăн вара Зоя Нестеровăн тусĕ Константинова Е.М сăмах илчĕ. Çыравçăн пурнăçĕнчи тĕлĕнмелле самантсем çинчен каласа пачĕ. Георгий Леонидович Тусли ентеш çыравçă ачасене шкул сакки çинчех пултарулăха аталантармаллине палăртрĕ. Упи тăрăхĕнчен тухнă искусства çыннисемпе мăнаçланнине каларĕ. Уява пуянлатаканĕсем вара вĕренекенсем пулчĕç. 2-3 класс ачисем Зоя Нестерова çырнă «Хура кĕр», «Çуллахи çумăр», «Хĕл кунĕ», «Тăван шкул», «Çуралса ÿснĕ ен» сăвăсене пĕринчен тепри илемлĕрех вуларĕç. 4-мĕш класра вĕренекенсем «Кил хуралçи», «Кишĕр-мишĕр», «Автанпа тилĕ» юмахсене сцена çинче выляса кăтартрĕç. «Çавал хумĕсем» кружок членĕсем куракансене «Ача-пăча вăййисемпе» савăнтарчĕç.

Малалла сăмах Упи ял поселенин пуçлăхĕ Димитриева Н.И. илчĕ. Вăл пултаруллă ентешсемпе тивĕçлипех мухтаннине палăртрĕ. Зоя Алексеевна Нестерова ачасен, çитĕннисен чуне витĕр куракан çыравçă пулнине уйрăмах палăртса каларĕ. «Вĕсем çитĕнекен ăрăва аталанма пулăшаççĕ», - тесе вĕçлерĕ хăй сăмахне Надежда Ивановна. Куракансем кăмăллă юлчĕç.

 

Просмотров: 894 | Добавил: сатурн1 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Кĕмелли форма
Кун тăрăм
«  Раштав 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Архив
Туссем
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ
  • Зинаида Михайловăн "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
  • Трак Ен
  • Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
  • Илемлĕхпе сапăрлăх тĕнчи
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Вĕрентÿ министерствин сайчĕ
  • Поиск

    © студия web-дизайна ПАЛИТРА 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz