Вера Васильева вĕрентекен сайчĕ

Меню
Ыйтăм
Сире манăн сайт килĕшет-и?
Пĕтĕмпе миçе хурав: 45
Статистика

Халĕ кунта: 1
Хăнара: 1
Юзерсем: 0
Главная » 2015 » Раштав » 24 » Анне сăнарĕ
12:45
Анне сăнарĕ

Ытарайми анне сăнарĕ

 

Анне. Çак сăмаха эпир чи малтан калама вĕренетпĕр. Çак сăмахран асли, хисепли тата мĕн пур-ши çутă тĕнчере?! Ман шутпа, унран хакли нимĕн те çук.

Анне мĕн пĕчĕкрен чĕрçи çинче, çуначĕ  айĕнче мана тата икĕ йăмăка ачашласа ÿстерет. Атте пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Пĕтĕм йывăрлăх сан çине тиенчĕ. Юратнă анне, эсĕ чĕре ăшшине пире, тĕпренчĕкÿсене, парнелетĕн, вăрăм çула такăнмасăр утса тухма пехиллетĕн.

Анне, эсĕ маншăн чи хаклă çын. Эсĕ юратса вĕрентнипех эпир, санăн виçĕ тĕпренчĕкÿ, çӳле-çӳле вĕçме хатĕрленетпĕр. Хаклă çыннăмăр пире юлташпа юлташла пулма, ватăпа ватăлла пулма, айвана пулăшма, ырăпа усала уйăрма, чулпа перекене çăкăрпа пеме вĕрентет. Эсĕ хăвна шеллемесĕр пирĕншĕн вăй хуратăн. Эпир çакна хăш чухне ăнланса та илейместпĕр пулас. Эсĕ вара пире: «Çитĕнсе çитсен, тăван килтен вĕçсе тухса кайсан пурне те ăнланса илĕр-ха»,- тетĕн.

Аннеçĕм, санăн хитре кулăпа çиçекен кăвак куçу манăн чунăма ăшăтса тăрать, малалла пурăнма вăй-хăват парать, савăнăçлă туйăм çуратать. Мĕнле пысăк хăват тапать санра!  Çак кулă яланах çиçессе эпĕ шансах тăратăп.

Манăн аннене Роза тесе чăнеççĕ. Вăл Упири  лавккара вăй хурать. Унсăр пуçне хăйĕн ачисене пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшать. Пире «çын» тума епле йывăр сана. Эпĕ çакна аванах туя пуçларăм. Кукамай каланине те ăнланма тытăнтăм. «Йывăр шăпа лекрĕ сана, ачам», - тет вăл. Ку чăнах та çапла пулнине те хамăн пĕчĕк чĕремпе ăнкарма тытăнтăм. Эсĕ ирхине тухса каятăн та каç пулсан килетĕн. Ывăнатăн та пулĕ. Анчах пире кăтартмастăн. Каллех икĕ аллуна ĕç тытатăн. Сана çăмăлтарах пултăр тесе эпĕ мĕн вăй пур таран тăрăшатăп: апат пĕçеретĕп, выльăхсене пуçтаратăп. Эсĕ ĕçрен килсен вара пире хăв çума çупăрлатăн. Ман çан-çурăма вара ăшă çупăрлать.

Çакă çутă тĕнчере маншăн санран хаклă, çывăх çын çук. Эсĕ маншăн яланах чи хитри, чи ырри, çепĕççи, ĕçченни, чи илĕртӳлли. Эсĕ пулсан маншăн тĕнче хитре. Манăн анне чи хаклă мултан та хаклăрах! Эпĕ сана нимĕнпе те улăштармастăп. Сан ăшă куллу чуна çемçетет, сăмахусем чĕре патне пыраççĕ. Анне, аннеçĕм - эпĕ сана çĕр тĕрекĕ, чун элчи тесе шутлатăп. Сан пекех юрлама, ташлама, сăвă çырма юрататăп.

Анне! Мĕнле пысăк чунлă-çке эсĕ! Мĕн кăна тытса тăмастăн хăвăн ăшунта! Ăшу хыпса çуннă чухне те хăвна лăпкă тытатăн.

Юратнă аннеçĕм! Сана çакă пурнăçра телейпе ăнăçу кăна сунатăп! Аннем, ан чирле, яланах эсĕ çирĕп сывлăхлă пул. 

Просмотров: 850 | Добавил: сатурн1 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Кĕмелли форма
Кун тăрăм
«  Раштав 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Архив
Туссем
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ
  • Зинаида Михайловăн "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
  • Трак Ен
  • Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
  • Илемлĕхпе сапăрлăх тĕнчи
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Вĕрентÿ министерствин сайчĕ
  • Поиск

    © студия web-дизайна ПАЛИТРА 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz