Ачасен çитĕнĕвĕ учительпе ача мĕнле килĕштерсе ĕçленинчен нумай килет. Ачан пĕчĕк çитĕнĕвнех курма пĕлмелле. Ăна хавхалантарма тăрăшмалла. Çавăн чухне кăна ача малалла туртăнать. Çавăн пекех ачана шанмалла, ĕненмелле. Аслă юлташ вырăнĕнче пулни те çитĕнÿ тума пулăшĕ. Урокра кăна ĕçлени çителĕксĕр. Эпĕ "Тăван чĕлхе" тата "Çавал хумĕсем" кужоксене ертсе пыратăп. "Тăван чĕлхе" кружокра чĕлхен вăрттăнлăхĕсене алла илме тăрăшатпăр. Кунтах сăвăсем, калавсем... çырма вĕренетпĕр. Малтанхи утăмсене таватпăр. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса хамăра тĕрĕслетпĕр, хаçатсем валли материалсем хатĕрлетпĕр. "Çавал хумĕсем" кружокра чăваш халăхĕн вăййисемпе, юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе ... паллашатпăр. Хамăр пултарулăха çынсен умне те кăларатпăр, конкурссене те хутшăнатпăр. Ачасем хаваспах кружоксене çÿреççĕ, çитĕнÿсем те тăваççĕ. |