Вера Васильева вĕрентекен сайчĕ

Меню
Категорисем
Мои статьи [2]
Ыйтăм
Сире манăн сайт килĕшет-и?
Пĕтĕмпе миçе хурав: 45
Статистика

Халĕ кунта: 1
Хăнара: 1
Юзерсем: 0
Главная » Статьи » Мои статьи

«Вăрçă кунĕсене нихăçан манассăм çук»

Урок теми: «Вăрçă кунĕсене нихăçан манассăм çук»

Урок тĕсĕ: интеграци урокĕ.

Сапăрлăх тĕллевĕ: Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентесси. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин тискерлĕхне туйтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: «Вăрçă» «Шăпа» ăнлавсене уçса парасси, вĕсен çыхăнăвне палăртасси. А.А. Артемьевăн «Симĕс ылтăн» хайлавне Шолоховăн «Судьба человека» хайлавĕпе танлаштарса уйрăмлăхсемпе пĕр пеклĕхсене тупса палăртасси.

Аталану тĕллевĕ: «Симĕс ылтăн» хайлавра автор шухăшне уçса паракан сăмахсене тупса палăртасси, кашни хăйĕн шухăшне йĕркелесе ыттисем патне çитересси, тĕрлĕ авторăн хайлавĕсене танлаштарма хăнăхтарасси, вĕренекенĕн шухăшлавне аталанма май туса парасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, шырав, илемлĕ вулав, кластер, синквейн, Венн унки, текст, тишкерÿ, ыйту-хурав, танлаштаруллă тишкерÿ.

Пуплеве аталантарасси: Вуланă текстпа усă курса палăртнă шухăша çирĕплетесси, таса та илемлĕ калаçасси, эссе çырасси.

Кĕтекен результатсем. Вуланă текстпа усă курса палăртнă шухăша çирĕплетме пĕлесси, таса та илемлĕ калаçасси, кластерпа синквейн тăвасси, эссе çырма хăнăхасси. «Вăрçă» «Шăпа» ăнлавсене уçса пама пĕлни, А.А. Артемьевăн «Симĕс ылтăн» хайлавĕпе Шолоховăн «Судьба человека» хайлавĕнчи уйрăмлăхĕпе пĕр пеклĕхĕсене тупни. Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентесси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, шырав, илемлĕ вулав, кластер, синквейн, Венн унки, текст, тишкерÿ, ыйту-хурав, танлаштаруллă тишкерÿ.

Предметсем хушшинчи çыхăну: вырăс литератури, истори.

Словарь ĕçĕ: Шăпа сăмах пĕлтерĕшне уçса парасси.

Кăтарту хатĕрĕсем: слайдсем, компьютер, проектор.

Урок девизĕ: «Шыра, туп, аталан»

1 тапхёр

1.1 Учитель сăмахĕ. Пурне те ырă кун пултăр. Мана Васильева В.В. тесе чĕнеççĕ. Эсир манпа паян ĕçлеме хатĕр-и? Хатĕр пулсан (Оля) доска çинче çырнине (урок девизне) тархасшăн вуласа парсам. Сирĕн мĕн калас килет?

Пурте экран çине пăхатпăр. Çак сăмахсене мĕнле сăмах пĕрлештерет?                    

Брест

Левитан

макăру

       июнĕн 22-мĕшĕ                   

концлагерь

мăшкăл

паттăрлăх

Ачасем: Вăрçă сăмах пĕрлештерет.

1.2 Учитель:

- Ачасем, çак сăмаха тата епле сăмахсемпе çыхăнтарнă пулăттăр?

Кластер е синквейн мелĕпе уçса парăр.

Учителĕн тĕслĕхĕ.

 

Синквейн:

Вăрçă

Хурлăхлă, куççульлĕ

Тапăнать, хÿтĕлет, çапăçать

Хурлăхлă, куççульлĕ июнĕн 22-мĕшĕ асран каяс çук.

Çĕнтерÿ

 

 

Синквейн (2-мĕш тĕслĕх)

1.       Вăрçă

2.       Хĕрÿллĕ, шанчăклă

3.       Тăр, парăнман, кай

4.       Хĕрÿллĕ вут-çулăмра пирĕн мăн асаттесем вăрçа кайса фашистсене парăнман, мĕн виличчен ура çинче тăнă.

5.       Юн.

 

Кашни ача умĕнче хаклав хучĕ. Хăвăр хурава хакласа оценка лартмалла. Мĕнле ĕçсем хыççăн хакламаллине йĕркипе вырнаçтарнă. Урок вĕçĕнче çавсене пĕтĕмлетĕпĕр.

1.3 Графика диктанчĕ.

Панă шухăшпа килĕшсен хушас палли лартмалла: килĕшмесен - кăларас палли.          

Ыйту

Хурав

1

Фашистсем пирĕн аслă Тăван çĕр-шыв çине 1941-мĕш çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхи 4 сехетре тапăннă                    

 

2

5000 яхăн фашистсен самолечĕ хуласемпе ялсем çине бомбăсем тăкма тытăннă.

 

3

«Пурте – фронтшăн, пурте – çĕнтерÿшĕн!» - çапла пулнă ун чухнехи лозунг.   

 

4

Ленинград блокади 900 куна пынă.     

 

5

Вăрçă 1418 куна тăсăлнă.

 

6

Вăрçă 1710 хулана, 84000 шкула, 334 аслă шкула аркатнă

 

7

«Родина мать зовет» палăк 51 метр тăршшĕ,  хĕçĕ - 29 метр, алли - 20 метр.

 

8

Хаяр вăрçă пĕтнĕренпе кĕçех 68 çул çитет.

 

 

Хурав хатĕр пулсан ал çĕклĕр. Мĕнле йăнăшсем пулнине асăрхарăр пулĕ. Хăвăр хурава хаклама ан манăр.

Хуравсене пĕр-пĕринпе ылмаштарса тĕрĕслĕр.

- Учитель экран çине хуравне кăларать.

- Мĕнле йăнăшсем пулнине асăрхарăр пулĕ. Ленинград блокадине никам та манма пултараймасть. Ман алăра çăкăр. Пĕри 125 гр. туртать, тепри – 250гр., тепри вара - 300 гр. Сирĕн мĕн калас килет?

- Хăвăр хурава хаклама ан манăр.

2 тапхăр: Çĕнĕ темăпа ĕçлени.

2.1 ĕç Вăрçă çинчен нихăçан та манма çук. Кашни цифра хыçĕнче çын шăпи тăрать. 27 миллиона яхăн çын вăрçăран таврăнайман: пĕрисем хыпарсăр çухалнă, теприсем паттăрлăх кăтартса пуçĕсене хунă. Теприсене тата асаплăрах шăпа кĕтнĕ. Вĕсем тыткăна лексе асапланнă.Çав паттăрсене чысласа 1 минут шăп тăратпăр. Çав вăхатра таблица ачасен куçĕ умне тухать.

 

Вăрçа хутшăннă

Вилнĕ

Хыпарсăр çухалнă

Сурансене пула вилнĕ

2 çынтан ытларах вилнĕ çемьесем

Красноармейски районĕ

6030

2162

999

286

104

Чăваш Республики

208229

106470

47006

9106

5728

 

Шăпа кама мĕн пÿрнĕ, унтан вара иртме çук.

Ачасем ушкăнсем çине пайланса «шăпа» «судьба» сăмах пĕлтерĕшне чăвашла, вырăсла, словарьсенчен, Н.И. Ашмарин словарĕнчен, С.И. Ожегов словарĕнчен, интеренетран шыраса тупаççĕ. Хатĕр пулсан алă çĕклĕр.

 

Пĕтĕмлетÿ:

Значение слова «судьба»:

     а) Стечение обстоятельств, независящих от воли человека, ход жизненных обстоятельств.

     б) Доля, участь.

     в) История существования кого,  чего-нибудь.

     г) Будущее, то, что случится (словарь С.И.Ожегова)

«шăпа»

     а) Доля, участь ( Н. И. Ашмарин 17-мĕш том, 319-мĕш с.)

Хуравсене хаклатпăр.

 

2.2 ĕç - текстпа ĕçлесси, урок темине палăртасси:

 

   Çын шăпи кашнин хăйне евĕр. Салтак шăпи нумай чухне хăйĕнчен килмесен те пултарать. Пĕр самант шăпланса итлеме ыйтатăп. (запись)

- Леш тĕнчерен тухса килтĕн-им? Сана эпир тахçанах вилнисен шутне кĕртрĕмĕр. Хĕрĕх кунна та, çулталăкна та тахçанах асăнса çирĕмĕр. Çĕрле курас пулсан чĕлхе мар, ăс та çĕтĕ…

- Леш тĕнчерен тесен те пысăк йăнăшах мар. Чĕр тамăкран тухса килтĕм эпĕ,  мучи.

- Тыткăнра пуласси – тамăка чĕр хальлĕн курасси тесе ахаль каламан. Мĕнле лекрĕн? Пирĕн ратнере пурте салтак пулнă, пурте присягăна çирĕп тытнă, аманнă та, вилнĕ те, анчах пĕри те тыткăна кайманччĕ…

 

-  Апла пулсан эпир сирĕнпе паян урокра мĕн çинчен калаçăпăр? Урок теми мĕнле-ши?

 

- Ачасем: паян эпир хамăр ума çак урокăн тĕллевне мĕнле лартăпăр?

- Çак тĕллевсене мĕнле майпа пурнăçлăпăр?

Урок теми: «Вăрçă кунĕсене нихăçан манассăм çук»

2.3 ĕç - ушкăнпа ĕçлесси

- 208-мĕш стр. 7 пайри 1-мĕш абзацпа ушкăнсемпе ĕçлетпĕр. Таблицăллă кластер тăватпăр. Ĕçлесе пĕтернĕ хыççăн ушкăн ертÿçи хуравне парать, пĕтĕмлетÿ тăвать. Кашни ачан хаклав хучĕ çине ертÿçи оценка лартать.

- 1 ачине малтан текстне вулаттаратăп.

- Экран çине çав йывăр вăхăта кăтартакан ÿкерчĕк кăларатăп.

 

 Япала ячĕ

Паллă ячĕ

Глагол

Сталинград 1,1

хура

 

çĕр

 хăрушă

çунать

Чул

 хаяр

шартлатса çурăлать

Тимĕр

 ахăр

ирĕлсе шăранать

Этем

 

тÿсет-ши

Пушарĕ, кунĕн-çĕрĕн

 

Алхасать, вăйланнăçемĕн вăйланса пырать

Тĕтĕмĕ

 

 

Хĕвеле

 

хуплать

Çути

 

курăнать

Тĕнче

 

курман

Çапăçу

 

кĕрлет

Самана

 

çитсе килнĕн туйăнать

Сталинград - 2

 

 

 

 

- Çак йĕркесене пĕтĕмлетсе мĕн калама пулать?

- Тишкернĕ абзац мĕнле хайлавран тата мĕнле сăнара аса илтерчĕ.

Ушкăн хатĕрленсе çитнĕ май ертÿçĕ алă çĕклет.

Хуравсем: Сталинградра çĕр çунать: Сталинград пушарĕ.

- «Симĕс ылтăн» хайлавран.

- Валентин Актаев, Варсун Аюхин сăнарĕсем куç умне тухаççĕ.

Кану саманчĕ

Сăмахсене ачасем кирлĕ сăнар тĕлне тухса лартса пыраççĕ. Хут çине çырни малта выртать, сăмахне вулаççĕ те доска çине çыпăçтараççĕ.

Пирĕн саманан çирĕп чунлă паттăрĕ, хăравçă, хăюллă, чее, ĕçчен, пуянлăхшăн çунакан, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешет, суя элек саракан, Сталинград паттăрĕ, хытă асапланать, çирĕп çын, пурнăçа юратать, ĕç савăнăç кÿрет, хăй кĕсйине ытларах чикес тĕллевпе пурăнать, çирĕп характерлă çын, йывăрлăх çирĕплетет, кашни кунĕ кĕрешÿ, хăйне мала хуракан, ĕçре ÿснĕ çамрăк, çĕр-шывăн шанчăклă ывăлĕ, каппайчăк.

Валентин Актаев

Варсун Аюхин

 

 

2.4 ĕç: Вырăс литературинче ун пек сăнарсем пур-ши. Пур пулсан авторне, произведенине аса илме тăрăшăр.

- Ачасен хуравĕсем: Михаил Шолохов «Судьба человека»

Иккĕшĕн портречĕсене слайд çине кăларатăп.

       

- Çыравçăсен хушшинче мĕнле пĕр пеклĕх пур?

Хуравсем (иккĕшĕ те вăрçăра пулнă, вăрçă нушине тÿссе курнă)

- Икĕ хайлав хушшинче мĕнле пĕр пеклĕх пур.

Ачасен хуравĕсем:

- Вăрçă теми.

- Вăрçа пула аманса юлнă салтаксен шăпи.

- Йывăр вăхăтра Валентин Актаева амăшĕ пулăшса пырать, Соколова - арçын ача.

- Иккĕшĕ те тыткăна лекеççĕ.

- Икĕ хайлав хушшинче мĕнле уйрăмлăх пур.

Ачасен хуравĕсем:

1) Çулсем тата пурнăçра пухнă опыт.

2) Йывăрлăхсене тĕрлĕрен çĕнтерсе пыраççĕ: Валентин Актаева çывăх çынсем пулăшса пыраççĕ (амăшĕ, Нина Атласкина, Кузнецов Федор Иванович), вăл пĕччен мар. Андрей Соколовăн килĕ те, çемйи те вăрçа пула арканнă, юлашкинчен кĕçĕн ывăлĕ те вилет.

 

3) «Судьба человека» хайлав тĕп сăнар Ванюшкăпа çула май тĕл пулнинчен пуçланать. «Симĕс ылтăн» хайлав вара амăшне тĕп сăнар мĕнле плена лекни çинчен каласа панипе пуçланать.

 

Пĕтĕмлетÿ («Венн унки»)

 

«Судьба человека»       Пĕрлĕх          «Симĕс ылтăн»

 расналăх              Вăрçă теми          расналăх      

Йывăрлăхра Ванюшка çумра    Тыткăнра          Йывăрлăхра юратнă çынсем

Хайлав пуçламăшĕ         Салтак             Амăшне каласа панипе

Ванюшкапа тĕл пулни      Тĕрĕслĕхе юратни         пуçланать

 

 

 

3 тапхăр: Çирĕплетÿ тапхăрĕ.

3.1 Ушкăнпа ĕçлени: Тĕп сăнарсем телее мĕнре кураççĕ.

Ачасен хуравĕсем: (Пуянлăх çинчен иккĕшĕ те калаçмаççĕ. Мĕн пуррипе савăнма пĕлеççĕ. Вĕсемшĕн чи кирли çынсем вĕсене шанни, ĕненни, хисеплени пулса тăрать. Андрей Соколов хайлав вĕçĕнче: «Пурнăçра мĕн ытларах кирлĕ.»- тет. «Симĕс ылтăн» вара таса ята тавăрнипе, юратнă çынпа пĕрле пулнипе вĕçленет).

- Авторсем хайлавĕсене мĕншĕн çавăн пек вĕçлеççĕ.

Ачасен хуравĕсем: (Авторсем ылханлă вăрçă урăх çыннăн телейне ан таттăр тесшĕн пулас е вăрçă пире кирлĕ мар...).

- Шухăша эссе мелĕпе ушкăнпа ĕçлесе уçса парăр. Çырса пĕтерсен алă çĕклемелле. Тепĕр ушкăнăн итлесе хак памалла. (Хурав карточки çине çав паллăна лартмалла).

Пĕтĕмлетÿ: Эссе тĕслĕхĕ.1. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи – вут-çулăм. Вăл кашни киле кĕрсе тухнă. Пирĕн мăн асаттесем фашистсене хирĕç хĕрÿллĕн çапăçнă. Вĕсем Çĕнтерÿ пуласса вăрçăн малтанхи кунĕсенчех шаннă. Шаннă кăна мар, ĕненнĕ те. Вилĕм умĕнче паттăрсем пуçа усман, хĕрÿллĕн çапăçнă. Вăрçă вăл – юн. Нихăçан та çĕр çинче вăрçă ан пултăр.

2. 1418 куна пынă вăрçа никам та манма пултараймасть. Уйрăмах - Ленинград блокадине. Мĕн чухлĕ куççуль юхман-ши! Выçлăх, асап, вилĕм, мăшкăл. Совет халăхĕ пур пĕр пĕр çын пек çапăçать. Чăтать, аманать, тыткăна лекет, вилĕме çĕнтерсе тухать – пурпĕрех парăнмасть. Часах пĕтĕм халăх кĕтнĕ çĕнтерÿ кунĕ çитет.

 

3.2 ĕç Урока пĕтĕмлетни:

Ача вулать.

 

Çĕнтерÿ пĕр аслă юрă,

Пĕр уяв пек пуличчен

Тар та юхрĕ, юн та юхрĕ,

Пуçĕпе пĕтни миçен.

Хусанкай

 Учитель: Паян та эпир сирĕнпе вăрçă тискерлĕхне куратпăр. Кашни çыннăн Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме «чунпа хатĕр тăмалла». Çак сăмахсен пĕлтерĕшне ăнлантарса парăр.

 

-  Эпĕ çапла шутлатăп ... (Кашни ача хăй шухăшне калать)

- Сан шухăшу мĕнле. Ман шутпа ...

 

 

4 тапхăр: Килти ĕç: Суйласа илĕр. (Ачана вулаттармалла)

 

1. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçине хутшăннă тăванăрсем çинчен эссе çырăр.

2. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçине хутшăннă тăванăрсем çинчен презентаци хатĕрлеме юрать.

3. Çак темăпах вĕсене халалласа сăвă çырма юрать

 

 5 тапхăр: Рефлексия (пĕр ачи тепринчен ыйтать)

- Урокра мĕн çĕнни пĕлтĕн. Кала  (Алена ...)  Шолохов çинчен ытларах пĕлтĕм е урăххи çинчен.

- Хăш ĕçĕ ытларах килĕшрĕ. Кала  (Алена ...)

- Мĕнле йывăрлăх пулчĕ. Кала  (Алена ...)

Харпăр хăй ĕçне пĕтĕмлетме вăхăт, хак парăрĕ «5» паллăпа хаклакансем ура çине тăрăрĕ «4» паллăпа хаклакансем ура çине тăрăрĕ Тавах сиреĕ

-Учитель, Ачасем, эсир урокра ĕçлени мана килĕшрĕĕ Эпĕ сирĕнпе кăмăллă юлтăмĕ Сире малалла та лайăх ĕçлесе пыма ăнăçу сунатăпĕ

Вăхăт юлсан ĕçлемелли

2)  Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр                                     

   1.  Тăван çĕр-шывсăр...           (телей çук)

 2. Тăван çĕр-шывшăн пурăнакан ... (тусан айне хупланман)

 3. Тăван çĕр-шывшăн тăр хастарлă, яту та пулĕ ... (чыс мухтавлă)

 4. Пуçна çухатсан та ... (чысна ан çухат)

Хаклав хучĕ

 

Ĕçсем

Хаклав (3 е 4, 5)

1

Кластер е синквейн (вăрçă)

 

2

Графика диктанчĕ

 

3

Словарь ĕçĕ

 

4

Таблицăллă кластер – 208 стр.

 

5

Эссе

 

Категория: Мои статьи | Добавил: сатурн1 (18.08.2015)
Просмотров: 2410 | Комментарии: 1 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Кĕмелли форма
Туссем
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ
  • Зинаида Михайловăн "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
  • Трак Ен
  • Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
  • Илемлĕхпе сапăрлăх тĕнчи
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Вĕрентÿ министерствин сайчĕ
  • Поиск

    © студия web-дизайна ПАЛИТРА 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz