Сапăрлăх тĕллевĕсем: тăван тавралăха юратма, çуркунне пулса иртекен
улшăнусене сăнама хăнăхтарасси, кайăксене упрама, пулăшма вĕрентесси. Пĕлÿ тĕллевĕсем: вĕреннĕ йывăçсен, кайăксен ячĕсене аса илсе пуплевре
усă курма вĕрентесси. Шухăша пĕтĕмлетме хăнăхтарасси. Аталантару тĕллевĕсем: ачасен пуплевне аталантарасси, предложенисене тĕрĕс
йĕркелеме хăнăхтарасси, чăвашла илемлĕ калаçма вĕрентес Курăмлăх хатĕрĕсем: «Çуркунне» темăпа çыхăннă сюжетлă ÿкерчĕксем, кайăксен,
йывăçсен ÿкерчĕкĕсем, Power Point программăра хатĕрленĕ слайдсем (ÿкерчĕксемпе дидактика
материалĕсем), компьютер, проектор, юрăсем, видеоклип. Урок тĕсĕ: Çыхăнуллă пуплеве
аталантарасси. 1. Урока
йĕркелени. А) Ачасене
сывлăх сунни, паллашни. Ырă кун
пултăр, ачасем! Анчахрах эсир юрă итлерĕр. Юрлаканĕ кам пулчĕ-ши? (Александр Васильев.) Юрă мĕн
çинчен-ши? (Çуркунне) Апла
пулсан паянхи урок теми вăл …. (Çуркунне) Ă) Урок
тĕллевĕсемпе паллаштарни. Эсир
çуркунне çинчен пĕтĕмпех пĕлетпĕр тесе шутлатăр-и? Хальлĕхе сирĕн пĕлÿ шайĕ çак
темăпа мĕн чухлĕ тесе шутлатăр? Кашни хăйĕнне паллă тăвать. Сирĕн
паянхи урокра çуркунне çинчен тата мĕн ытларах пĕлес килет? Мĕн çинчен калаçас
килет? Эпир пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесен пирĕн урок тухăçлă,
ăнăçлă иртессе шанатăп. Пурне
те ăнăçу сунатăп. Ачасем,
эпир сирĕнпе çуркунне çинчен тĕслĕхсене ăçтан тупăпăр? Сирĕн
умăрта илемлĕ литература, юрă кĕнекисем те, ваттисен сăмахĕсен кĕнекисем те
пур. Сире вĕсем пулăшĕç. 2
тапхăр. - Ачасем,
çуркунне çитни ăçтан курăнать? (Хĕвел
пăхать, юр ирĕлет, урамра шыв юхать, кайăксем вĕçсе килеççĕ). Тĕрĕс. Çуркуннен
паллисенчен пĕри – кайăксем кăнтăртан вĕçсе килни. -
Çурхи уйăхсен шутне мĕнле-мĕнле уйăхсем кĕреççĕ-ши? Март, апрель, ака) Çуркунне,
чăнах та, 3 тапхăрпа килет: Пуш
уйăхĕ çутă илсе килет, ака
– шыв, çу
- симĕс курăк. Айтăр-ха эпир çак уйăхсен уйрăмлăхĕсене
тупар. - Вĕсене тупас тесен мĕнпе усă курма
пултаратăр-ха эсир? Ман шутпа, эсир асăнни те терĕс. Тĕплĕнрех «Асамлă
тавралăх» кĕнекере курма пулĕ. - Çак ĕçе мĕнле тусан аван: ушкăнпа е
пĕчченшерĕн? Эсир кăранташпа хăвăра килĕшекен предложенисене туртма пултаратăр.
Кайран вара пĕри вуласа парĕ. Март ( пуш). Кулать те, макăрать те. Кашни
уйăхăн хăйне майлă сăнĕ пур. Тÿпе те, уйсемпе вăрмансене витсе тăракан юр та,
мĕлке те, çырмасенчи пăр та кăвакрах. Çак тĕс часах юр ирĕлме тытăнасса
пĕлтерет. Пÿрте кĕрсен пÿлĕм тĕксĕм пек курăнать. Ун пек чухне халăхра: «Куç
тула тăрса юлать»,- теççĕ. Каçсерен-ирсерен сивĕ-ха. Вăрмансем çийĕн хура сăн
тăрать. «Ку ăшă кун пуласса»,-теççĕ халăхра.
Март уйăхĕнче чĕр чунсем хаваслăрах. Çуркунне çитнине вĕçен кайăксем те
лайăх туяççĕ. Чакакăн сасси уçăрах янăрать. Пулăсем те çанталăк улшăннине
сисеççĕ. Март кулать те, макăрать те. Апрель (ака).
Çĕр ыйхăран вăранать. Хĕвел
тÿпере çÿлтен çÿле хăпарса пырать. Апрель уйăхĕн малтанхи кунĕсенчех çырмасене
шыв анса тулать, пăр вырăнтан хускалать. Йывăçсен шăрши çуркунне çитнине
систерет. Юр кĕске хушăрах ирĕлсе пĕтет те кĕрлесе юхса каять. Апрель пурне те
шыв ĕçтерсе тăрантарать. Юр ирĕлнĕ ирĕлменех ама курăкĕ (урăхла ятсемпе те
çÿрет: ама çури курăкĕ, ама хупаххи, йÿç хупах, шапа хупаххи) хăй чечекĕпе
савăнтарать. Çакăн хыççăн улăх-çаран, вăрман ешерме тытăнать. Кашни чечекĕ
çурхи сарă пĕчĕк хĕвел евĕрех курăнать. Çак вăхăтра ашкăнчăк ачасем хурăн шывне
юхтарса ĕçме шутлаççĕ. Йывăçа епле сиен кÿни çинчен шутламаççĕ вĕсем. Ку
ÿсен-тăраншăн калама çук сăтăрла ĕç. Ун пек ĕçсене шутламасăр тăвас марччĕ. Май. Ăшă кунсемпе çĕмĕрт сиввисем Çут
çанталăкăн чĕрĕлÿ хăватне пур енлĕн, туллин кăтартать. Улăхсемпе çарансем
ем-ешĕл. Сад пахчисенче çĕмĕртсемпе чиесем, улмуççсем шап-шурă лараççĕ. Таврара
ытарма çук илем, тутлă щăршă. Шап-шурă пĕркенчĕкпе витĕннĕ йывăçсем, пыл
хурчĕсем вĕçсе сĕрлеççĕ. Уй-хирти чечексем чуна тыткăнлаççĕ. Ешерме тытăннă
вăрмансемпе улăхсенче, шурлăхсенче пиншер кайăк сасси янăрать. Анчах ку вăхăтри
çанталак та питĕ улшăнуллă. «Çĕмерт сивви» улма-çырла йывăççисемшĕн самай
сиенлĕ. Вăрманта ку вăхатра лантăш çурăлать. Лантăш – хаклă эмел курăкĕ. Ăна
татма чарнă. Пирĕн те сирĕнпе ăна упрама тăрăшмалла. - Эсир ĕçленĕ хушăрах мĕн илтрĕр? (Кайăксен
илемлĕ сассисене илтрĕмĕр.) - Сирĕн ыйтусем çуралмарĕç-и? Тен,
ушкăнсем пĕр-пĕрне ыйтусене паратăр. 1
ушкăн: 1. Пирĕн тăрăха мĕнле кайăк чи малтан
вĕçсе килет-ши? (Курак) 2.
Тата мĕнле кайăксем вĕçсе килеççĕ-ши? (Шăнкăрчсем, хур кайăксем, кăвакалсем,
куккуксем, шăпчăксем, вĕршĕнсем, тăрисем
…) 2
ушкăн: 1.
Чи хитре юрлакан кайăк. (Шăпчăк, шăнкăрч) 2.
Мĕнле кайăк çăмартисене ют йавана хурать? (Куккук) 3 ĕç: Хăшĕ ытлашши? Мĕншĕн? 1. Чакак,
курак, уйăп, шăнкăрч. 2. Тăри, кăсăя, сар кайăк. 3. Шăпчăк, тăрна, ула курак. 4. Куккук, чĕкеç, кăвакарчăн. - Ачасем,
кайăксем пире мĕнле усă параççĕ? (Сиенлĕ хурт – кăпшанкăна пĕтереççĕ, хăйсен
илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ. Шăшисене
тытаççĕ. Хуçалăхра усă курмалли тÿшек-минтер ăсталаççĕ, апатра усă куратпăр). - Кайăксем
те пирĕнтен пулăшу кĕтеççĕ. Эпир вĕсене мĕнле пулăшма пултаратпăр?
(Шăнкăрч вĕллисем тумалла, йăвисене,
çăмартисене тĕкĕнмелле мар, врманта
шавламалла мар,) 4. Кану саманчĕ. Кайăксем вĕçеççĕ, вĕçеççĕ,
вĕçеççĕ… Уй кураççĕ те лараççĕ. Кăштах ларсан çĕкленеççĕ те Татах вĕçеççĕ, вĕçеççĕ. Вĕçсен-вĕçсен канаççĕ. (Малтан
ачасем ура çине тăраççĕ, унтан алăсемпе кайăксем вĕçнĕ пек тăваççĕ, лараççĕ.
Çакăн хыççăн хăвăрттăн тăраççĕ те каллех аллисемпе вĕçнĕ пек тăваççĕ). 5. Вăйă саманчĕ. Ваттисен сăмахĕн тĕнчинче Пĕр
минут хушшинче хăш ушкăн çуркунне çинчен ваттисен сăмахĕ ытларах тупать. Аса
илĕр. Тен, эсир малтан та илтнĕ. Вĕсемпе те усă курма юрать. (Юрă янăрать.) 1. Çур ырхан та, кĕр…. (мăнтăр). 2. Çуркунне – çеçки, кĕркунне –…. (çимĕçĕ). 3. Çурхи çанталăк çур ăслă, кĕрхи çанталăк … (кĕтĕк ăслă). 4. Çурхи кун çулталăк … (тăрантарать). 5. Çуркуннехи ĕç хакĕ ….(кĕркунне) курăнать. 6. Кĕркунне какай, çуркунне ….(серте) тутлă. 5.
Тупмалли юмахсен çĕр-шывĕ. Ачасем тупмалли юмахсем параççĕ. Камран ыйтас килет
çавăн ятне асăнăр. Пĕлмесен тепринчен ыйтма юрать. 6.
Илемлĕх мелĕсемпе ĕçлесси. Кашни
ача хăй ĕçлет. Ылмаштарса тĕрĕслетпĕр. 5 те тĕрĕс пулсан - «5», 4-шĕ пулсан – «4»… 1. Çанталăк ик-виçĕ кун ăшăтса тăнипех юр кĕсел
пек çемçелсе кайрĕ. (танлаштару) -
2. Çĕмĕрт шурă шĕлкеме çакать.
(эпитет) -
3. Катрам-катрам пĕлĕтсем хушшинчен йăраланса тухнă хĕвел хăйĕн вăрăм
пайăркисемпе кÿлĕ çинелле кармашать. ( сăпатлантару) 4.
Çĕр анаслать. (сăпатлантару та, метафора та пулать.) 5. Хура вăрман, çеçен хир Пурçăн чаршав тăхăнать. (эпитет) 7 ĕç. Çав вăхăтрах 2 ача Ашмарин
словарĕпе ĕçлет. Тупнă хыççăн вуласа
парать. Катрам-катрам
…. Шÿлкеме
– (хĕрарăмсен вĕтĕ шăрçасемпе тата тенкĕсемпе тунă кăкăр ум эрешĕ) Кану саманчĕ.Кайăксем
вĕçеççĕ, вĕçеççĕ, вĕçеççĕ… Уй кураççĕ те лараççĕ. Кăштах ларсан тăраççĕ те Татах вĕçеççĕ, вĕçеççĕ. Вĕçсен-вĕçсен канаççĕ. Çуркунне çинчен петĕмлетÿ мĕнле мелпе
тăвăпăр? 8 ĕç.
Кластер мелĕпе, тепĕр ушкăнĕ – синквейн хатĕрлĕ. (Юрă янăрать) Синквейн Çуркунне Шурă, симĕс
Çеçкеленет, чĕрĕлет, таврăнать
Тавралăх сăнĕ улшăнса пырать. Тапхăр 9 ĕç. 1- мĕш ушкăн: Çуркуннепе çыхăннă ÿкерчĕксем
интернетра пур-ши? Кĕрсе пăхăпăр-и? (Ача интернетра çуркуннепе çыхăннă
ÿкерчĕксене шырать. Авторĕсем пулсан ячĕсене çырăр.) 2 ушкăн: Çак
темăпах юрăсене тата сăвăсене кĕнекере шырас кăмăл пур-и? (Сăвă е юрă ячĕсене
тата авторĕсене çырса илĕр.) Хатĕр пулсан
паллаштармалла. Паллах, çуркунне çинчен нумай
юрă янăрать. Акă вĕсем: Янташ ушкăн «Ах,
çуркунне», Хавас ушкăн «Килсе кĕчĕ çуркунне», Çавал ушкăн «Акă çитрĕ çуркунне»,
Александр Васильев «Килсе çитрĕ çуркунне», Артём Носков «Хитре-çке çуркунне сар
чечексем», Светлана Анисимова «Ытарма çук çуркунне» тата ыттисем те. 10 ĕç. Халĕ вара ыттисем эпир сирĕнпе урока
пĕтĕмлетмелли ĕç тăвăпăр. Коллаж ăсталăпăр. (Ÿкерчĕксем те, сăвăсем те, юрăсем те касса
çыпăçтарма юрать.) Пурте пĕрле хăвăрт ĕçлемелле. Тухса хÿтĕлеме те
хатĕрленмелле. Сире 5 минут паратăп. 10 ĕç. Урока пĕтĕмлетни. Ачасем, эпир урокра мĕн çинчен
калаçрăмăр? Сире çуркунне килĕшет-и? Мĕнле майсемпе эпир çуркунне çинчен пĕлтĕмĕр? (Ачасем хуравлаççĕ). Ачасем эпир сирĕнпе урок пуçламăшĕнче
хамăр пĕлÿ шайне паллă тунăччĕ. Урок вĕçĕнче мĕн чухлĕ улшăнчĕ вăл? Урок
пуçламăшĕ.
Урок вĕçĕ. Интернетра
Çуркунне темăпа юрăсем те, сăвăсем те, ÿкерчĕксем те нумай. Кĕрсе паллашăр. 11 ĕç. Килти ĕç: 1. «Çурхи илем» темăпа сăнлав сочиненийĕ çырма
юрать. 2.
Çак темăпах А3 хут çине ÿкерчĕк тума пултаратăр. 3. Сăвă çырма та ирĕк пур. 4. Тен, кам та пулин ку темăпа
презентации тăвĕ. 12 ĕç.
Сăмахсенчен предложенисем тумалла е пĕр çавра сăвă çырмалла. Кам хăшне суйласа илет. 1. Çуркунне, ăшă çитрĕ. 2. Хĕвел, сарă, пăхать. 3. Шыв, юхать, çырмара. 4. Йывăçсен, сарăлаççĕ, çулçисем. 5. Килеççĕ, кайăксем, вĕçсе. Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн,
мана пулăшнишĕн тав тăватăп. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Чăваш чĕлхине малашне те
юратса вĕренессе шанатăп. Юрă
янăрать.
|