Вера Васильева вĕрентекен сайчĕ

Меню
Ыйтăм
Сире манăн сайт килĕшет-и?
Пĕтĕмпе миçе хурав: 45
Статистика

Халĕ кунта: 1
Хăнара: 1
Юзерсем: 0
Главная » 2017 » Кăрлач » 9 » Çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç
20:41
Çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç

Районти Н.Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Чи малтанах ларура правлени кăçал ирттернĕ ĕç-хĕл тата çитес çулхи тĕллевсем çинчен унăн председателĕ И.Прокопьев паллаштарчĕ. "Ырри нумай пирĕн ĕçре, вĕсене пĕрлехи вăйпа тунă, 2017 çулта тэтах та пысăкрах ĕçсем кĕтеççĕ", — пĕтĕмлетӳ турĕ Иван Афанасьевич. Член укçи пухасси мĕнле пыни пирки правлени председа­телей çумĕ В. Михайлов чарăнса тăчĕ. "Вăл пурĕ 7700 тенкĕ пуçтарăннă, 5153 тенкипе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерме тата юбилярсем валли парнесем туянма усă курнă", — терĕ Вита­лий Михайлович. Сăмахне вăл район энциклопедийĕ çине те куçарчĕ. Унăн редакторĕ пулнă май, кун пирки Виталий Михайлович район депутачĕсен Пухăвĕн иртнĕ ларăвĕнче те тухсе калаçнă иккен. Ăна пичетлесе кăларасси вăраха кайни укçа-тенкĕ тивĕçменнипе çыхăннă-мĕн.

Çÿлерех асăннă ыйтусемпе ларура правле­ни членĕсем — Н.Ер­шов, В.Серафимов, Л.Антонов, В.Данилов, А.Алексеев тата тёп вулавăш директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н. Гри­горьева хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.

Ларура 2016 çулшăн Н. Янкас ячĕллĕ премине паракан комисси йышне висĕ çынран (председателĕ — В. Михайлов) çирĕплетрĕç, районта Н. Янкас вулавĕсене ирттерме, поэзи енĕпе 2017 çула Борис Романов ентеш-сăвăç çулталăкĕ тесе пĕлтерме йышăнчĕç, пăхса тухнă ытти ыйтусемпе те тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

В.Данилов

Просмотров: 490 | Добавил: сатурн1 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Кĕмелли форма
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
Архив
Туссем
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ
  • Зинаида Михайловăн "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
  • Трак Ен
  • Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
  • Илемлĕхпе сапăрлăх тĕнчи
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Вĕрентÿ министерствин сайчĕ
  • Поиск

    © студия web-дизайна ПАЛИТРА 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz