Вера Васильева вĕрентекен сайчĕ

Меню
Категорисем
2006-2007 вĕренÿ çулĕ [0]
2007-2008 вĕренÿ çулĕ [0]
2008-2009 вĕренÿ çулĕ [0]
2009-2010 вĕренÿ çулĕ [0]
2010-2011 вĕренÿ çулĕ [5]
Ыйтăм
Сире манăн сайт килĕшет-и?
Пĕтĕмпе миçе хурав: 45
Статистика

Халĕ кунта: 1
Хăнара: 1
Юзерсем: 0
Главная » Файлы » 2010-2011 вĕренÿ çулĕ

«Телейлĕ самант»
28.08.2015, 14:09

         «Телейлĕ самант» 

       Чăваш чĕлхи тата чăваш литературипе ирттернĕ викторина

       Викторинăра 7 тата 8 классенче вĕренекенсем ăмăртаççĕ. Командăсенче 5-шер ача. 

          Хăш команда хуравлама пуçлассине япала пытарса палăртмалла, алра çĕрĕ пулнине пĕрремеш пĕлекенни хуравлама тытăнать. Тепĕр ушкăнĕ коридора тухать.                 Каярах  вĕсем хуравлаççĕ.

         1 ĕç    «Кам тимлĕрех?»

          1 минут хушшинче ытларах тĕрĕс хурав пама тăрăшмалла. Хуравне пĕлеймесен «Малалла»,- темелле.

          Ыйтусем

          1. Чăваш чĕлхинче хăй пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем миçе?   (7)

          2. Сăвă виçисен ячĕсене асăнар: (2 сыпăклă, 3 сыпăклă, халăх  сăввин виçи)

          3. Чăвашла куçарăр: грач   (Курак)

          4. Предложенин членĕсене мĕнле икĕ ушкăна пайлама пулать? (Тĕп тата кĕçĕн членсем)

          5. «Нарспи» поэма авторĕ кам?   (К. Иванов)

          6. Ваттисен сăмахĕ: «Ĕçле, ĕçле, ĕçле çи, ...   (Ĕçлемесен ан та çи)

          7. «Хăнаран» калав авторĕ кам?     (Трубина Мархви)

          8. Глаголăн формисем    (Пурлă тата çуклă форма)

          9. Имя существительное, имя прилагательное, имя числительное чăвашла -    (Япала ячĕ, паллă ячĕ, хисеп ячĕ)

         10. Çак предложение тĕрĕс калăр:Ун çинчен хаçат çине çырнă.  (Хаçатра çырнă)

         11. Тупмалли юмах

              Атăл урлă пурçăн тилхепе картăм.   (Асамат кĕперĕ)

         12. Çак йĕркесем мĕнле юмахран: «Шалт-шалт тыллăм, шалт тыллăм!»   («Тимĕр тылă»)

         13. Пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахсене мĕн тетпĕр?   (Синоним)

         14. Йăла уявĕсене асăнăр (Çăварни, Сурхури, Çимĕк…)

           Пĕрремĕш ушкăн хуравне вĕçлесен 2-мĕш ушкăн хăй пĕлĕвне кăтартать.

           2 ĕç  «Пичкери ыйтусем»

          Хутаçри «пичкесене» черетпе илтермелле, унти ĕçсене пурнăçлаттармалла. («Пичкесене» илме выляса янă команда пуçлать).

          «Эпĕ – сана, эсĕ – мана»

          Выляса яракан команда пуçлать. Вăл ушкăнри пĕр ачи тепĕр ушкăнри ачана ыйту парать. Лешĕ хуравлать. Вăл хуравлаймасан ыттисем пулăшаççĕ. Пĕр-пĕрне ыйту             парса пĕтеричченех вăйă тăсăлать. Малалла та çапла. 1-ер ыйту параççĕ.

          3ĕç  «Тимлĕ пул»

          Ушкăнсем кроссвордпа ĕçлеççĕ – 5 минут.

          4ĕç  «Малалла, малалла...»

         1 минут хушшинче миçе ыйту çине хуравласа ĕлкĕретĕр - çавăн чухлĕ очко ушкăна килет. Ыйтăва ответлеймесен «Малалла» темелле.

          7-мĕш классем валли хатĕрленĕ ыйтусем

         1. Глагол ыйтăвĕсем   (мĕн тăвать, мĕн турĕ, мĕн тăвĕ т. ыт. те)

         2. Глаголăн хирĕçлев формине тăвакан аффикссем   (-ма, -ме, -мас, -мес, -м)

         3. Наклоненисем   (кăтарту, хушу, ĕмĕт, килĕшÿ)

         4. Кăтарту наклоненин вăхăчĕсем   (хальхи, пулас, пĕрре иртнĕ, темиçе иртнĕ)

         5. Япала ячĕн ыйтăвĕсем (Кам? Мĕн?)

         6. Паллă ячĕн ыйтăвесем   (Мĕнле?)

         7. Вула глагола ĕмĕт наклоненинче калăр   (Вулăттăм)

         8. Çыр глагола хальхи вăхăтра калăр   (Çыратăп)

         9. Ан, мар, çук татăксем глаголăн мĕнле формине тума пулăшаççĕ?   (Çуклă)

        10. Илетĕп глагола хушу наклоненинче калăр  (илем)

        11. Глаголăн сăпатсăр формисем   (причасти, деепричасти, инфинитив)

        12. Мĕн вăл олицетворени?  (Чĕрĕ мар япалана чунлă туса кăтартни)

        13. Япала паллине сăнласа паракан определени мĕн ятлă илемлĕх мелĕ пулать?   (Эпитет)

        14. Çак йĕркесем мĕнле произведенирен?

                «Мĕскĕн юлташăм, хăта,

                Суха пуç çынни,

               Иртсе кайнă вăхăта

               Астăватăн-и?»   («Иртнĕ самана» сăвă)

         15. «Хаклă çĕрĕм-шывăм» хайлав авторĕ кам?    (Валем Ахун)

         16. «Ултăк» хайлав авторĕ кам?   (Юрий Скворцов)

         17. «Хĕн-хур айĕнче» хайлава  мĕнле жанрпа çырнă?   (Поэма)

         18. Çак йĕркесене Çеçпĕл Мишшин хăш сăввинчен илнĕ?

               «Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,

               Миçе çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса...»    («Чăваш чĕлхи»)

         19. 3 сыпăклă сăвă виçи ячĕсем?   (Амфибрахи, анапест, дактиль)

         20. 2 сыпăклă сăвă виçисене асăнăр.   (Ямб, хорей)

               8 -мĕш классем валли хатĕрленĕ ыйтусем

          1. Мĕн вăл чĕлхе?    (Хутшăну хатĕрĕ)

          2. Вĕçленнĕ уйрăм шухăша палăртакан пĕр сăмаха е сăмах пĕрлешĕвне мĕн теççĕ?    (Предложени)

          3. Сăмах майлашăвĕ миçе сăмахран тăрать?     (2 е ытларах)

          4. Сăмахсем пĕр-пĕринпе мĕнле мелсемпе çыхăнаççĕ?    (Вырăнĕ-йĕркипе, аффикссемпе, хыç сăмахсемпе)

          5. Шухăшĕ тăрăх предложенири тĕп ыйту çине ответленекен сăмаха мĕн теççĕ?    (Шухăш тĕшши)

          6. Тĕллевне кура предложенисем мĕнлисем пулаççĕ?   (Калуллă, хистевлĕ, ыйтуллă)

          7. Предложенин тĕп членĕсем   (Подлежащипе сказуемăй)

          8. Предложенин кĕçĕн членĕсем   (Дополнении, определни , обстоятельство)

          9. Кама е мĕне чĕнсе каланине мĕн теççĕ?   (Чĕнÿ сăмахĕ)

          10. «Чăваш халăхне» халала кам çырнă?   (Иван яковлев)

          11. С.Михайлов «Сунарçăн пуç пулнă-и» хайлавне мĕнле жанрпа çырнă   (Питлев анекдочĕ)

          12. Кама та пулин ятран çырса панă сăвăсене мĕн теççĕ? (Халал сăвви)

          13. «Арçури» поэмăна кам çырнă?   (М.Федоров)

          14. Чăваш туйне кам-кам хутшăнать?    (Каччă, хĕр, евчĕ, туй пуçĕ…..)

          15. И.Я.Яковлев миçемĕш çулта çуралнă?    (1848)

          16. Мĕн вăл олицетворени?   (Чĕрĕ мар япалана чĕрĕ пек туса кăтартни))

          17. Çак йĕркесене мĕнле сăвăран илнĕ?

                 «Нумай пулĕ сан укçа -

                  Тиексене хуйхă чухне!

                  Çи, чăваш, хура çăкăр,

                  Мĕн тăвас – пирĕн телей!      («Пирĕн телей»)

         18. К.В.Ивановăн хайлавĕсем   («Нарспи», «Икĕ хĕр», «Тимер тылă»...)

         19. «Ăçта-ши ман атте» хайлава мĕнле жанрпа усă курса çырнă?    (Пьеса)

         20. Çĕнĕ çырулăх пуçламăшне кам ячĕпе çыхăнтаратпăр?     (И.Я.Яковлев)

         21. «Нарспи» сăвви тесе мĕне калаççĕ?      (5 катренлă сăвă йĕрки)

 

              Жюри членĕсем пĕтĕмлетÿ тăваççĕ. Командăсене парнесем кĕтеççĕ.

Категория: 2010-2011 вĕренÿ çулĕ | Добавил: сатурн1
Просмотров: 1656 | Загрузок: 0 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Кĕмелли форма
Туссем
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ
  • Зинаида Михайловăн "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
  • Трак Ен
  • Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
  • Илемлĕхпе сапăрлăх тĕнчи
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Вĕрентÿ министерствин сайчĕ
  • Поиск

    © студия web-дизайна ПАЛИТРА 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz