Вера Васильева вĕрентекен сайчĕ

Меню
Категорисем
2006-2007 вĕренÿ çулĕ [0]
2007-2008 вĕренÿ çулĕ [0]
2008-2009 вĕренÿ çулĕ [0]
2009-2010 вĕренÿ çулĕ [0]
2010-2011 вĕренÿ çулĕ [5]
Ыйтăм
Сире манăн сайт килĕшет-и?
Пĕтĕмпе миçе хурав: 45
Статистика

Халĕ кунта: 1
Хăнара: 1
Юзерсем: 0
Главная » Файлы » 2010-2011 вĕренÿ çулĕ

"Нарспи" поэма тăрăх тест
28.08.2015, 13:54

 

                 1тур.

1. Нарспи поэмăна кам çырнăĕ

          а) Çеçпĕл Мишши

          б) Леонид Агаков

          в) Константин Иванов

2. Нарспи мĕнле хĕр?

          а) хура

          б) сарă

          в) çырă

3. Нарспи мĕнле çын хĕрĕ?

          а) чухăн çын

          б) вăтам çын

          в) пуян çын

4. Нарспи хăш Ялта çуралнă?

          а) Силпи

          б) Хушăлка

          в) Хыçалкас

5. Нарспин юратнă каччи мĕн ятлă?

          а) Сентнер

          б) Сентти

          в) Сетнер

6. Сетнер мĕнле пÿртре пурăннă?

          а) чул пÿрт

          б) шур пÿрт

          в) хура пÿрт

7. Нарспие Кама качча панă?

          а) Айтара

          б) Сетнере

          в) Тăхтамана

8. Тăхтаман миçе çулта пулнă?

          а) 30

          б) 40

          в) 50

9. Нарспи наркăмăшне мĕнле апат çине ярса панă?

          а) нимĕр

          б) яшка

          в) Пете

10. Нарспи мĕнле вилнĕ?

          а) чирлесе

          б) çакăнса

          в) шыва путса

2 тур.

1. Михетер Нарспишĕн кам пулать?

               а) пиччĕшĕ

               б) упăшки

               в) ашшĕ

2. Нарспие хăш яла качча панă?

               а) Силпи

               б) Вăрманкас

               в) Хушăлка

3. Тăхтаман мĕнле майпа пуян пулнă?

               а) ĕçлесе

               б) вăрласа

               в) çынсене улталаса

4. Камшăн Нарспи инкĕш пулать?

               а) Сетнер

               б) Сентти

               в) Михетер

5. Юмăç патĕнче кам пулнă?

               а) Михетер карчăкĕ

               б) Нарспи

               в) Сетнер амăшĕ

6. Нарспипе Сетнер ăçта тарса кайнă?

               а) улăха

               б) вăрмана

               в) хулана

7. Каçхи апата (Сетнер килĕнче) мĕн лартнă?

               а) çĕрулми

               б) çăкăрпа уйран

               в) яшка

8. Сетнер Кама çăлассишĕн вилнĕ?

               а) Тăван амăшне

               б) Нарспие

               в) Михетерпе карчăкне

 

3тур.

1. Поэма миçе сыпăкран тăрать?

              а) 9

              б) 10

              в) 11

2. Поэмăн юлашки сыпăкĕ мĕн ятлă?

              а) Атте-анне

              б) Нарспи ĕçĕ

              в) Тăватă Виле

3. Нарспи туйĕ мĕнле пысăк уяв вăхăтĕнче пулса иртнĕ?

              а) Çăварни

              б) Çимĕк

              в) Пукрав

4. «Икĕ туй» сыпăка мĕншĕн çапла ят панă?

              а) Ялта харăс икĕ туй пулнăран

              б) Арçын туйĕпе хер арăм туйĕ пулнăран

              в) Икĕ хут качча тухнăран

5. Поэмăри «шăпăрçă» сăмах вăл мĕне пĕлтерет?

              а) шăпăр тăвакан çын

              б) шăпăрпа шăлакан

              в) кĕвĕ калакан

6. Çак тупмалли юмахсенчен хăшне поэмăра усă курнă?

              а) Шăлĕ шак-шак, хÿри тукмак

              б) Тÿн-тÿн-тÿн карчăк, тÿн карчăкăн пин шăрпăк

              в) Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă пĕр кĕрет те пĕр тухать

7. «Саламат» сăмах мĕне пĕлтерет?

              а) Салма яшки

              б) Салат

              в) Пулă

8. «Нарспи» поэма пичетленсе тухни миçе çул çитет?

              а) 100çул

              б) 150çул

              в) 200çул

 

«Нарспи» поэма тăрăх хатĕрленĕ ыйтусемĕ

1-мĕш тур.

1. «Нарспи» поэма авторĕ камĕ?

2. Поэма мĕн ятлă сыпăкпа пуçланать?

3. Поэма çулталăкăн хăш вăхăтне сăнласа панинчен пуçланать?

4.       Тусем, сăртсем хуп-хура

          Юрĕ кайса пĕтнĕрен,

          Тухать курăк çăп-çăра

          ………………………..

 

5. «Варсемпе» сăмахăн синонимне тупăр?

             Путăксемпе, варсемпе

             Çĕмĕрлсе шыв кĕрлет.

6. Мĕнле илемлĕх мелĕ пытаннă?

         Хĕл куççулĕ шавласа

         Юхса кайрĕ çырмара

 7. Паллă тунă сăмахăн синонимне тупăр?

         Ялĕ тавра укăлча

         Çĕнĕ çатан укăлча

  1. Мĕнле илемлĕх мелĕ пытаннă?                         

       Силпи ялĕ - аслă ял,

            Хула тейĕн инçетрен.

            Ахăр, кунти чăвашсен

            Мулĕ пур-тăр çав вĕсен

9. Хайлавăн тĕп шухăшне кăтартакан сăвă йĕркисене çырăр?

10. Поэмăн иккĕмĕш сыпăкĕ мĕн ятлă?

11. Нарспи ирхине тăрсан мĕнле ĕçсем тунă?

12. Поэмăра Нарспие çураçма Тăхтаман килет. Ун пирки сăвăра миçе сыпăкри ют тет? Çавна палăртакан сăвă йĕркисене çырăр.

13. Михетерĕн кил-çурчĕ ăçта вырнаçнă?

14. Тăхтаман пуян хăш ялтан?

15. «Нарспи» поэма пĕтĕмĕшле миçе пайран тăрать? Ячĕсене çырса тух.

16. Автор Сетнере ăçта пурăнать тенĕ?

17. Сăвă çаврине тивĕçлĕ сăмахсене хуш:

       Шăнкăртатса шыв юхать

       Çÿллĕ валак пуçĕнче,

       Кĕмĕл пекех ялтăрать

       ……………… çутинче

18. «Нарспи» поэмăра мĕнле музыка инструменчĕсем тĕл пулаççĕ?

19. Çак йĕркесенче поэт кам çинчен калать?

           «Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм,

            Хирти сарă чечек пек.

           Икĕ куçĕ хуп-хура,

           Икĕ хура Шăрçа пек».

20. Çак йĕркесенче поэт кам çинчен калать?

           «Унăн çурчĕ хула пек,

           Кĕрсен витĕр тухма çук.

           Хуралтисен тăррине

           Чăх-чĕп вĕçсе çитме çук».

21. Çак йĕркесенче поэт кам çинчен калать.

           «Хĕвел анса ларсанах,

           Питне çăвать, шăлăнать,

           Вăййа тухма шĕлкеме

           Кăкăрĕ çине çакать».

22. Çак йĕркесенче поэт кам çинчен калать?

           «Çав тер ырă ачана

           Турă чуне панă çав.

           Кулса сиксе выляма

           Кайăк чунĕ Янă çав».

23. Çак сăмахсене кам калать?

           «Çимĕк хăçан çитет-ши

           Епле вăхăт ирттерес

           Çимĕк кунĕ инçе-ши

           Епле унчченех тÿсес»?

24. Çак сăмахсене кам калать?

           «Тура шĕкĕр, халиччен

           Усал сăмах илтменччĕ,

           Çак тарана çитичен

           Киремет те тивменччĕ».

25. Поэмăри ĕçсем хăш ялсенче пулса иртеççĕ?

26. Çак йĕркесенче халăх сăмахлăхĕн хăш жанрĕсемпе усă курнă?

           «Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă
           пĕр кĕрет те пĕр тухать».

27. Çак йĕркесенче халăх сăмахлăхĕн хăш жанрĕсемпе усă курнă?

          «Итле ăна, йăваш пул,
          Усал çынпа ан çыхлан,

          Ĕçне ĕçле, ĕçчен пул,
          Кирлĕ марпа ан хăтлан!»

 

2-мĕш тур.

1. «Нарспи»  поэмăри 1-мĕш «Нарспи сăвви мĕнпе пуçланать, мĕнпе пĕтет?

2. Асăннă сăвă йĕркисем миçе сыпăкран тăраççĕ? Мĕнле сăвă виçи?

          Килчĕ ырă çуркунне,

          Килчĕ ячĕ ăшăтса.

          Хĕвел савать тĕнчене,

          Хĕл ыйхинчен вĕратса.

3. Мĕнле илемлĕх мелĕ пытаннă?

          Силпи ялĕ - пуян ял,

          Ларать вăрман ăшĕнче.

          Кантур пекех çурчĕсем

          Ват йăмрасем айĕнче.

4. Мĕнле илемлĕх мелĕ пытаннă?

          Ватă йăмра тайăлса

          Тĕсне пăхса савăнать

5. Мĕнле илемлĕх мелĕ пытаннă?

          Урам тăрăх çыннисем

          Улпут пекех утаççĕ.

6. «Силпи ялĕнче» сыпăкра чăвашсен мĕнле уявăн ятне асăннă?

7. Çак йĕркисенче халăх сăмахлăхĕн хăш жанрисемпе усă курнă?

          «Эй, турăçăм, сывлăх пар,

          Акнă тыррăма ăнтар!»

8. Нарспи ашшĕн пуянлăхне сăвă йĕркисенчи сăмах майлашăвĕпе палăртăр.

9. Палăртнă сăмаха ăнлантарăр, мĕне пĕлтерет?

          Михетере мĕн çитмен

          Мĕншĕн çук-ши çуртăмра

          Кĕмĕл тенкĕ тĕртнĕ пир

          Сахал-ши мĕн çупçемре

10. Çаврана вĕçлĕр.  Мĕнле вĕçленет?

          Урхамах пек лашисем

          Утă-сĕлĕ çиеççĕ:

          Унăн выльăх-чĕрлĕхсем

          ………………………….

11. Михетер хăйĕн хĕрне хăçан çураçса хурать?

12. Сиктерсе хăварнă сăмахсене кĕртсе лартăр.

 

          Анчах Нарспи, ……. ,

          Туй пуласран хурланать:

          Вăрттăн-вăртăн вăл йĕрет,

          ……… , ятне асăнать

13. Палăртнă сăмах мĕне пĕлтерет?

          Сар мăйăхлă тутисем

          Аслă сăмах калаççĕ

14. Панă çаврана вĕçлĕр.

          Вăл тăшмана пĕтерме

          Икĕ вăйлă аллăм пур,

          Анчах ăна пĕтерсен

          ……………………..

15. Панă тĕслĕхсенче чарăну паллине мĕншĕн лартнă?

          -Нарспи, хĕрĕм, пил сана

          -Сетнер!Сетнер! Тытрĕç-çке!Тăр,Тăр.

          -Сетнер, йытă, кĕççе пит

           Манăн хĕре эс çирĕнĕ

16. Мĕнле илемлĕх мелĕ пытаннă?

          Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет

          Ешĕл тумтир тăхăнать

          Çеçен хир те ешерет

          Илемĕпе мухтанать

17. «Нарспи» поэмăра халăх-сăмахлăхĕн хăш тĕсĕсем тĕл пулаççĕ?

18. «Нарспи» поэмăна миçе чĕлхене куçарнă?

19. Чăваш писателĕсенчен камсене Иванов премийĕн лауриачĕ ятне тивĕç пулнă?

20. Иванов пултаруллăхне чăваш художникĕсенчен камсем çутатнă?

21. Чăваш драма театрне вăрăмлатса мĕнле калаççĕ?

22. К.В.Иванова уяв туса чысласси хăçан пуçланнă?

23. Поэмăра туя чĕннине кăтартать. Ĕлĕкхи йăла тăрăх туя епле чĕннĕ?

24. Çак йĕркесенче поэт кам çинчен калать?

            Икĕ вăйлă алли пур

            Тăшман пуçне пĕтерме

            Вĕри ут пек çилли пур

25. Çак йĕркесенче поэт кам çинчен калать?

            «Лаптăк сăмса хĕсĕк куç,

            Сарă çÿçпе Сар сухалĕ

            Лаши вĕçсе пырупа

            Пичĕ-куçĕ пит усал».

26. Çак сăмахсене кам калать?

            Ÿсрĕ, çитрĕ, пулчĕ хĕр

            Пуян упăшка кирлĕ,

            Упăшкине тупрăмăр

            Кÿми лайăхрах кирлĕ».

27. Çак йĕркесенче кам Кама е кам çинчен кам калать?

            «Ах, телейĕм çук-тăр çав,

            Аçу-аннÿ пит пуян!

            Хăйсен пуянлăхĕпе

            Пăрăнаççĕ çук çынран».

28. Поэма çулталăкăн хăш вăхăтне сăнласа панинчен пуçланать?

29. Михетерĕн миçе пÿрт?

30. Çак йĕркесенче халăх сăмахлăхĕн хăш жанрĕсемпе усă курнă?

            «Ырă тантăш-тăвансем!

            Пире хисеп тумăр-ши

            Хĕре качча паратпăр

            Тури касса пымăр-ши».

31. Çак йĕркесенче халăх сăмахлăхĕн хăш жанрĕсемпе усă курнă?

            «Сывă пулччĕр, пур Пулччăр,

            Ача-пăчаллă пулччăр

            Ырă-тату пурăнччăр,

            Усал сăмах ан илтчĕр».

32. Çак йĕркесенче халăх сăмахлăхĕн хăш жанрĕсемпе усă курнă?

            «Пĕтĕр, типĕр çакăнта,

            Типĕр хăрăк турат пек

            Шăммăр-шаккăр çĕриччен

            Асапланăр, йытă пек

33. Çак йĕркесенче халăх сăмахлăхĕн хăш жанрĕсемпе усă курнă?

            «Çамки шăтăк – хупăнмĕ,

            Чĕри татăк сыпăнмĕ».

 

    3-мĕш тур.

1. Çак йĕркесенче мĕнле илемлĕх мелĕ пытаннă?

             Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм,

             Хирти сарă чечек пек

             Икĕ куçĕ хуп-хура

             Икĕ хура Шăрçа пек

2. Çак йĕркесенче мĕнле илемлĕх мелĕ пытаннă?

             Ирхи çăлтăр хăпарса

             Йăл-йăл кулать тÿпере

3. Палăртнă сăмахăн синонимне тупăр?

             Икĕ пуян пĕрлешсен

             Шеп те пулĕ туй! - теççĕ

4. Нарспипе Тăхтаманăн туйне мĕнле уявсем хыççăн тума палăртаççĕ?

5. Панă çавра епле вĕçленет?

             Нарспи икĕ витрипе

             Шăлтăр-шалтăр килет-çке

             Савăннипе Сетнерин

             ……………………….

6. К.В.Иванов тĕп герой Сетнерĕн мĕн-мĕн пурине палăртать?

7. Палăртнă сăмахăн пĕлтерĕшне уçăр?

             Атте-анне ухмах çав,

             Мĕн каласа кăтартас

8. Палăртнă сăмахăн пĕлтерĕшне уçăр?

             Сиплет тулта Михетер

             Туй кÿмине пĕчченех

9. «Нарспи» поэмăра миçе сăнар? Камсем вĕсем?

10. Мĕнле илемлĕх мелĕ пытаннă?

             Туйăн хăватне кĕтсе

             Пурте вĕçсе çÿреççĕ

             Килти пĕр чун хуйхине

             Пĕрте вĕсем сисмеççĕ

11. Мĕнле илемлĕх мелĕ пытаннă?

             Ватă чун та хытă чун

             Хытса кайнă кĕççе çавĕ

             Çамрăк чун та пĕчĕк чун,

             Чунĕ ытла çемçе çав

12. «Нарспи» поэмăра тĕл пулакан çак сăмахсене ăнлантарăр?

             -Шÿлкеме

             -Тевет

             -Çинçе

             -Пил

13. Слакпуç ялĕ «салак» тени мĕне пĕлтерет.

14. «Нарспи» поэмăна вырăсла кам-кам куçарнă?

15. «Нарспи» поэма тăрăх 1-мĕш хут драматургсенчен камсем пьеса çырнă?

16. Чăваш сăвăçисенчен камсене К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен патшалăх премине панă?

17. Иванов куçарнă произведени ячĕсене асăнăр?

18. Константин ят мĕне пĕлтерет?

19. К.В.Иванов палăкĕн авторĕ кам?

20. К.В.Иванов нĕсĕлĕсен тымарне туса чысласси хăçан пуçланнă?

21. Çак йĕркесенче поэт кам çинчен калать?

            «Йăлтăр-ялтăр куçĕсем

            Сар хĕр çине пăхаççĕ

            Сар мăйăхлă тутисем

            Ăшă сăмах калаççĕ

22. Çак сăмахсене кам калать?

            «Мĕншĕн, Нарспи, хуйхăран

            Качу ытла ватă-им

            Парнÿ ытла сахал-им

23. Çак сăмахсене кам калать?

            «Кăнтăрла та çĕрле те

            Канлĕ ыйхă курмарăм

            Хĕрĕмшĕнех тăрăшса

            Куçăмсене хупмарăм».

24. Çак йĕркесенче кам кама е кам çинчен кам калать?

            «Сывă пулах, сывă пул!

            Епле сана манăп-ши

            Санпа пĕрле пулмасан,

            Епле ютра пулăп-ши

25. Çак йĕркесенче кам кама е кам çинчен кам калать?

            «Эй, аннеçĕм, аннеçĕм,

            Мана çÿçрен ан сĕтĕр,

            Мана апла вĕрентсе,

            Манран ырă ан кĕтĕр.

26. Çак йĕркесенче халăх сăмахлăхĕн хăш жанрĕсемпе усă курнă?

 

            «Атьăр каяр çулпала,

            Каяр тулли пылпала…»

27. Çак йĕркесенче халăх сăмахлăхĕн хăш жанрĕсемпе усă курнă?

            «Пуянлăхра анчах мар,

            Ыр курасси - çыннинче».

28. Çак йĕркесенче халăх сăмахлăхĕн хăш жанрĕсемпе усă курнă?

            «Çитмĕл тинĕс леш енчен

            Килет карчăк Шапатан,

            Вĕр, сур, карчăк, яшкана

            Пĕттĕр усал Тăхтаман!»

 

Категория: 2010-2011 вĕренÿ çулĕ | Добавил: сатурн1
Просмотров: 2554 | Загрузок: 0 | Комментарии: 2 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 1
1 SergPrees  
0
<a href=http://zmkshop.ru/uslugi/metalloobrabotka/>преимущества сварочных работ для клиентов</a>

Имя *:
Email *:
Код *:
Кĕмелли форма
Туссем
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ
  • Зинаида Михайловăн "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
  • Трак Ен
  • Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
  • Илемлĕхпе сапăрлăх тĕнчи
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Вĕрентÿ министерствин сайчĕ
  • Поиск

    © студия web-дизайна ПАЛИТРА 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz